13 мая 2011 г.
Шăхасан ялĕн лапамĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине çĕнтерÿпе вĕçленĕренпе 66 çул çитнĕ ятпа митинг ирттерчĕç. Унта вĕренекенсемпе вĕрентекенсем, предприятисемпе организацисен представителĕсем, хăнасем хутшăнчĕç. Чи хисеплĕ вырăна вăрçă ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсем йышăнчĕç. Вăрçа хутшăннисем паянхи кун тĕлне 69-ăн пурăнаççĕ.
Митинга район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов уçрĕ. Вăл митинга килнисене, уйрăмах ветерансене, Аслă Çĕнтерÿ ячĕпе саламласа Федераллă казначействăн Чăваш Республикипе ĕçлекен управленийĕн ертÿçине И. Клюковăна пачĕ. Ирина Николаевна çĕнтерÿçĕсен ретĕнче тата нумай çул тăма çирĕп сывлăх, канлĕ ватлăх сунчĕ. Çапăçу хирĕсенче пуçĕсене хунă ентешсене асăнса пĕр минут шăп тăрса хисеп турĕç. Савăнăçлă лару-тăрура икĕ ветерана пурнăç условийĕсене лайăхлатма сертификат пачĕç. Вăрçă терчĕ витĕр тухнисен ячĕпе районăн хисеплĕ гражданинĕ А.Смирнов тухса калаçрĕ.
Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн, никама пăхăнманлăхĕшĕн çапăçса пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă ентешсене асăнса лартнă палăк умне чечек кăшăлĕсем хучĕç. Уяв программине çамрăк армеецсен парачĕ, вырăнти вăтам шкулта ăс пухакансен юрлас-ташлас пултарулăхĕ пушшех те илемлетрĕ.