13 мая 2011 г.
Аслă Çĕнтерÿ кунĕнче Канашра ĕçлĕ çулçÿревпе Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин урăх çĕршывсемпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ К.Косачев тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ А.Разумов пулчĕç. Вĕсем хула пуçлăхĕпе В.Вишневскийпе тата хула администрацийĕн пуçлăхĕпе Р.Мясниковпа хула больницин юн тымарĕн чирĕсенчен сыватмалли уйрăмĕнче пулчĕç. Кунти ĕçсемпе больницăн тĕп врачĕ Н.Васильев паллаштарчĕ. Константин Иосифович палатăсенче сипленекен тыл ĕçченĕсене, вăрçă хирĕнчен таврăнайман салтаксен арăмĕсене парнесем пачĕ, уяв ячĕпе саламларĕ.
К.Косачев хула депутачĕсемпе тĕл пулчĕ. Кадетсенчен йĕркеленĕ хисеплĕ хуралпа пĕрле Патшалăх Думин депутачĕ Мухтав Мемориалĕ умне чечек кăшăлĕ хучĕ, сăмах каларĕ. Юлашкинчен асăнмалăх сăн ÿкерĕнчĕç.