11 мая 2011 г.
Çул çитмен çамрăксем ушкăнпа йĕркелĕхе пăснине тата çитĕннĕ çынсем ачасене преступленисем тунă çĕре явăçтарнине тупса палăртма апрелĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа майăн 4-мĕшĕччен районта "Лидер" профилактика операцийĕ иртет. Ăна Раççей Шалти ĕçсен министерствин 2011 çулхи апрелĕн 21-мĕшĕнче тухнă приказĕпе тата Чăваш Ен ШĔМĕн ятарлă планĕпе килĕшÿллĕн йĕркеленĕ.
Апрелĕн 1-мĕшĕ тĕлне районăн шалти ĕçсен пайĕ çул çитменнисемпе ĕçлекен уйрăмĕнче 43 çамрăк тата йĕркесĕр 20 çемье учетра тăраççĕ. Ашшĕ-амăшĕ ĕçкĕ авăрне путнăран вĕсен тимлĕхне, хÿттине, ăшшине курман-туйман ачасенчен чылайăшĕн преступлени тăвас туртăм пысăк. Вĕсем пĕччен те, ушкăнпа та ашшĕ-амăшĕ туянса парайманнине хăйсем вăрласа тупма тăрăшаççĕ. Унсăр пуçне тата çитĕннисем ачасене саккуна хирĕçле ĕçсем тума явăçтараççĕ. 2011 çулăн пĕрремĕш кварталĕнче çул çитмен çамрăксем преступлени тăвасси 100 процент ÿснĕ. Пĕлтĕр çак тапхăрта ачасем нимĕнле преступлени те туман пулсан, кăçал пĕр тĕслĕх шута илнĕ. Ашшĕ-амăш правинчен хăтарма икĕ материал хатĕрлесе суда ярса панă.
"Лидер" операцие милици органĕсем кăна мар, профилактикăн пур субъекчĕ те хутшăнать.
Н.АРСЕНТЬЕВ, районăн шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан.