11 мая 2011 г.
Кăçал тăватă уйăхра лямблиоз чирĕпе чирлекенсен йышĕ районта, иртнĕ çулхипе танлаштарсан, пилĕк хутчен ÿснĕ. Çак тапхăр тĕлне пĕлтĕр 6 çынна шута илнĕ пулсан, кăçал ку чирпе 31 çын аптăранă. Вĕсенчен 22-ĕшĕ 17 çула çитмен çамрăксем. Лямблиозпа çемйипех чирлеме пултараççĕ. Тăрăн ялĕнче, сăмахран, пĕр çемьери тăватă ача харăсах çак чир витĕмне лекнĕ.
Лямблиоза лямблисем пуçарса яраççĕ. Вĕсем çÿхе пыршăра тата ват хăмпинче "пурăнаççĕ". Лямблисене чирлĕ çын сарать. Çак паразитсем организмра 3 кунран пуçласа 40 кунччен пурăнма пултараççĕ, вăтамран 4 эрне. Пахча çимĕçе çумасăр çисен е таса мар алăпа сĕтел хушшине ларсан лямблисем сирĕн организма та пĕр чăрмавсăрах кĕрсе вырнаçма пултарĕç.
Лямблиоз ерсен çынсем вар-хырăм тĕрĕс-тĕкел ĕçлеменнипе, кăмăл пăтраннипе аптăраççĕ. Çак пулăм темиçе кун хушши тăсăлать, иммун системи хавшаса пынипе чир йывăррăн иртме пултарать. Инфекцие иккĕмĕш хут çаклатсассăн ват тухасси япăхланать.
Çын чирлĕ тата чирлĕ маррине лаборатори тĕрĕслевĕсем хыççăн палăртаççĕ. Сиплев амбулаторинче иртет. Çыннăн ятарлă диета тытмалла пулать.
Лямблиоз ан аптраттăр тесен гигиенăна çирĕп пăхăнса пурăнмалла (сĕтел хушшине лариччен тата тула тухнă хыççăн алăсене яланах çумалла). Тавралăха тасалăхра тытмалла. Çимĕçсене çумасăр çимелле мар, юхан шывран ĕçсе ăша кантарни те чире яма пултарĕ. Вар-хырăм тĕрĕс-тĕкел ĕçлемесен специалист патĕнче тĕрĕсленни ытлашши пулмĕ.
А.АФАНАСЬЕВА, врач эпидемиолог пулăшуçи.