11 мая 2011 г.
– Май уйăхĕн пуçламăшĕнчи уяв кунĕсем чăннипех савăнăçлă иртрĕç. Спортпа туслă пулни вăй парать, ăс-тăна çивĕчлетет, малалла талпăнма çунат хушать, – теççĕ мана ăмăртура ылтăн медале тивĕçнĕ чăн-чăн пĕчĕк паттăрсем. Пирĕн ялта пысăк ăмăрту иртесси çинчен калакан хыпар шкул ачисене хавхалану туйăмĕ кÿчĕ.
Апрелĕн 30-мĕшĕнче ялти культура çуртĕнче Сиккасси вăтам шкулĕнчен вĕренсе тухнă Раççей спорт мастерĕн, педагогика наукисен кандидачĕн Владимир Петрович Симень парнисене çĕнсе илессишĕн республикăри шкул ачисен хушшинче кире пуканĕ йăтассипе пĕрремĕш турнир иртрĕ. Спортри пирвайхи çитĕнÿсене Владимир Симень тата унпа пĕрле вĕреннĕ Николай Андреев, Сергей Кузнецов, Валера Ильин, Сергей Степанов Николай Петрович Агусев физкультура учителĕ ертсе пынипе тунă.
Турнира И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ çамрăксем хушшинче сывă пурнăçа хаклама, кире пукан спортне юратакансен йышне ÿстерме, Тăван çĕршыв валли вăйлă, çирĕп çамрăксем çитĕнтерме сулăм парас тĕллевпе йĕркеленĕ. Çак турнира малашне кашни çулах ирттерме йăлана кĕртесшĕн.
Ăмăртăва республикăри çамрăк спортсменсен сакăр ушкăнĕ хутшăнчĕ. Шупашкар, Елчĕк, Патăрьел, Хĕрлĕ Чутай, Канаш районĕсемпе Канаш хулинчен утмăла яхăн атлет чи вăйлисен ятне çĕнсе илессишĕн тупăшрĕ. Хăйсен ÿсĕмĕнчи ушкăнсенче хĕрачасем хушшинче ылтăн медале Карина Демьянова (Сиккасси), Таня Михайлова (Канаш хули, 9-мĕш шкул), Оля Михайлова (Сиккасси) çĕнсе илчĕç. Арçын ачасенчен чи пултаруллисем Дима Мурашкин (Сиккасси), Александр Кипятков (Патăрьел), Виталий Петров (Сиккасси) пулчĕç. Кĕмĕл медале тивĕçнĕ Оля Грачева (Сиккасси), Наталия Авксентьева (Елчĕк), Максим Пьянков (Хĕрлĕ Чутай), Александр Иванов (Канаш, 10-мĕш шкул), Владислав Мясников (Елчĕк) тата пăхăр медаль çĕнсе илнĕ Кристина Тумашкинăпа Игорь Елисеев (Шелттем), Рашид Сафин (Патăрьел), Артем Иванов (Шелттем) куракансене çирĕп те вăйлă, чăтăмлă пулнипе тĕлĕнтерчĕç.
Командăсем хушшинче пĕрремĕш вырăна 10 очко пухса Сиккасси вăтам шкулĕ тухрĕ. Иккĕмĕш вырăнта 22 очкопа елчĕксем, виççĕмĕшне шелттемсем йышăнчĕç, вĕсен 27 очко.
Ку турнир пĕрремĕш кăна пулчĕ пулин те ачасен хавхаланăвĕ, ăмăртас туртăмĕ пысăк пулни кăмăла çĕклерĕ. Сывă шăм-шакра сывă вăй-хал хуçаланать тесе ахальтен каламан ваттисем. Ăмăрту çирĕп йĕркепе, ăнăçлă иртрĕ. Спортпа яланах туслă пулма ăнăçу сунса хăнасемпе куракансене ялти культура ĕçченĕсем тата шкул ачисем сăвă-юрăпа хавхалантарса, вăй парса тăчĕç.
Николай АГУСЕВ, Сиккасси шкулĕн вĕрентекенĕ.