АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Цейлон арăсланĕн миçе пăнчă

11 мая 2011 г.

Чей пахалăхĕ ăна мĕнле çулçăран хатĕрленинчен килет. Питĕ паха чейе ÿсен-тăран тăрринчи çулçăсенчен, çурăлман кăчкăран (типс теççĕ вĕсене) çеç хатĕрлеççĕ. Хытăрах çулçăран вара пахалăхĕпе кăшт япăхрах чей пулать. Ултавçă сутăçăсем хаклине йÿннипе ылмаштарма пултарни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Ют çĕршывран кÿрсе килнĕ чей пачки çинче чейĕн пахалăхне палăртакан акăлчан абревиатури пур.

P – шултра чей, пĕтĕрĕннĕ, пластинăсем уçă.

OP – шултра чей, пĕтĕрĕннĕ, пĕр евĕрлĕ, типссăр.

FOR – тин кăна тухнă çулçăсенчен хатĕрленĕ пысăк пахалăхлă чей, пĕтĕрĕннĕ, çемçе, типссем пур.

TGFFOR – пысăк пахалăхлă чей, типс нумай.

FTGFOR – питĕ пысăк пахалăхлă чей, питĕ хаклă.

Вĕтетнĕ чей пулсан В (Broken) сас палли пулать: BP, BOP, FBOR, сайра BTGFOR пулать. Хытă çулçа вĕтетсе хатĕрленĕ чей çинче PF е PS сас паллисем пулаççĕ.

Оригиналлă продукци çинче яланах эмблема пур. Индире – карçинккаллă хĕр, Шри-Ланкара – пăнчăллă хĕрлĕ арăслан. Унăн пурĕ 17 пăнчă пулмалла, ытларах е сахалрах тăк – ку суя тавар.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика