АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăсчах тата вĕрентекен

11 мая 2011 г.

Шуркасси тăрăхĕнче В.Никитина лайăх астăваççĕ. Вăл унти шкулта нумай çул хушши тÿрĕ кăмăлпа, чунне парса ĕçленĕ, ачасене вĕрентсе çирĕп пĕлÿ пама тăрăшнă. Ăна районти тата республикăри учительсем паллаççĕ, унăн ячĕ Раççей тулашĕнче те палăрнă.

Владимир Миронович 1927 çулхи çурла уйăхĕн 27-мĕшĕнче Красноармейски районĕнчи (ун чухне Шăхасан районне кĕнĕ) Шывпуç Чуракасси ялĕнче учитель çемйинче çуралнă. Унăн ачалăхĕпе шкул çулĕсем ялта иртнĕ, вăл тантăшĕсемпе пĕрле тăван колхозра ĕçленĕ. "Çăмăл е йывăр ĕç, нихăшĕнчен те пăрăнса юлман вăл, пурне те тÿрĕ кăмăлпа, чун хавалĕпе юратса пурнăçланă. Ун аллинче кирек епле ĕç те вĕресе кăна тăнă", – каласа параççĕ ял çыннисем.

Шывпуçĕнче çичĕ çул вĕренмелли шкулта вĕреннĕ чухнех Володя ашшĕ пек учитель пулма ĕмĕтленнĕ. Экзаменсене ăнăçлă тытса вăл Канашри педагогика училищине вĕренме кĕнĕ. 1945 çулта В.Никитин алла диплом илнĕ, унтан çамрăк учитель Красноармейски районĕнчи Халайпуçĕнчи пуçламăш шкулта ĕçлеме тытăннă. Икĕ çул ачасене пĕлÿ панă хыççăн çамрăк специалист Чăваш патшалăх педагогика институчĕн истори факультетне вĕренме кĕнĕ. 1949 çулта Владимир Мироновича направленипе Куйбышев облаçне истори учителĕ пулса ĕçлеме яраççĕ. Унта вăл икĕ çул тимленĕ.

Тăван çĕршыва таврăнсан пулас ăсчах-вĕрентекен Шуркассинчи пĕтĕмĕш-ле пĕлÿ паракан вăтам шкулта учитель тата директор çумĕ пулса 10 çул ĕçленĕ. Çак тапхăрта В.Никитин чылай ачана вĕрентсе пурнăçăн тĕрĕс çулĕ çине кăларнă. Вăл районта ирттернĕ конференцисемпе канашлусенче тарăн шухăшлă докладсемпе час-часах тухса калаçнă. Пулас ăсчах хăйĕн юратнă мăшăрĕпе Нина Васильевнăпа (вăл та вĕрентекен) Шуркасси шкулĕнче ĕçленĕ çулсенче паллашнă.

1956 çулта Владимир Миронович И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн филологи факультетĕнчен куçăмсăр майпа вĕренсе тухнă. Çĕрпÿ районĕнчи шкулсенче ĕçленĕ çулсенче В.Никитина наука шухăшĕсем канăç паман. 1973 çулта вăл пĕтĕмĕшле воспитани проблемисемпе Мускаври Наукăпа тĕпчев институчĕн пĕр çуллăх аспирантурине вĕренсе пĕтерет. Тепĕр çулталăкран "Проблемы воспитания разновозрастного коллектива учащихся по месту жительства" темăпа педагогика наукисен кандидачĕн ăсчахĕ ятне илме диссертаци хÿтĕлет.

1975-1987 çулсенче В.Никитин Шуйскри, Кокчетаеври (ун чухнехи Казах СССРĕ) педагогика институчĕсенче доцент, кафедра заведующийĕ пулса тимлет. ăсчах-вĕрентекен хăйĕн чун хавалĕпе пур пĕр тăван еннеллех туртăнать. 1987 çултан вăл И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче – педагогика кафедринче ĕçлеме тытăнать. Студентсене пĕтĕмĕшле педагогикăпа лекцисем вулать. Вăл педагогика наукисен докторĕ, профессор, Раççей Федерацийĕн АПСН Академикĕ ятсене тивĕçнĕ. Пĕтĕм тĕнчипе паллă ăсчах Чăваш патшалăх педагогика университечĕ çумĕнчи доктор тата кандидат диссертацийĕсене хÿтĕлес тĕлĕшпе ĕçлекен икĕ диссертаци Совечĕн членĕ пулса тăрать.

"Системообразующая связь как фактор целостности педагогического процесса" темăпа В.Никитин 1996 çулта Хусанти педагогика университетĕнче доктор диссертацине хÿтĕленĕ.

Владимир Мироновичăн наукăри интересĕсем тĕрлĕ çулти коллективсене воспитани парас проблемăна тата педагогика процесĕн пĕрлĕхне çавăрса илеççĕ. Вĕренекенсен тĕрлĕ çулти пуçламăш коллективне пурăннă вырăнта воспитани парас проблемăсене вăл кандидат диссертацийĕнче тата хăйĕн наука статйисемпе методика пособийĕсенче тишкĕрсе тухать. Çак наука ĕçĕ тĕрлĕ çулти пуçламăш коллектива халалланă тата педагогика енĕпе ирттернĕ пĕрремĕш тĕпчевсенчен пĕри пулса тăрать.

Педагогика процесĕн пĕрлĕхĕн проблемисемпе педагог нумай çул хушши ĕçленĕ, 100-шер листаран тăракан кĕнекесемпе монографисем тата статьясем çырса кăларнă. Мускавра унăн "Целостность педагогического процесса" (1994 ç.), "Диалектические противоречия педагогического процесса" (1995 ç.) ĕçĕсем пичетленсе тухнă. Çĕршыври ертсе пыракан паллă ăсчахсем те В.Никитинăн тĕпчевĕсене, тĕрлĕ енлĕ ĕçĕсене пысăка хурса хакланă. Сăмахран, Раççей тата чикĕ леш енче те палăрнă ăсчах М.Скаткин В.Никитин хăйĕн тĕпчевĕсенче объективлă хирĕçÿсене тата принципсен çумлă куçăмĕсене тарăннăн уçса панине, вĕрентÿ, наука, ансатлăх, ăнланулăх тата çирĕплĕх пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса тăнине тишкерни теори тĕлĕшпе анлă пулнине, автор диалект пĕрлĕхне тата вĕсем хушшинчи уйрăмлăхсене кăтартса пама пултарнине палăртнă.

Педагогика наукисен докторĕ, профессор, Хусанти патшалăх педагогика университечĕн преподавателĕ Я.Ханбиков диссертаци Совечĕн ларăвĕнче çакăн пек каланă: "В.Никитин – перифирийный ученый – взялся за решение такой сложной проблемы педагогики, которую не ставили перед собой научно-иследовательские институты, и он совершил смелый и героический поступок".

Ăсчахсем В.Никитин пĕр вăхăтрах талантлă экспериментатор тата практик пулнине палăртнă. "Мы знаем его как одного из талантливых педагогов-практиков", – тенĕ пĕр саслă пулса диссертаци Совечĕн членĕсем.

В.Никитинăн наука ĕçĕсене Чăваш Республикин Çут ĕç министрĕ пулнă (1961-1967 çç.) педагогика наукисен кандидачĕ, Чăваш патшалăх педагогика университечĕн доценчĕ Дмитрий Егорович Егоров та хăйĕн "Ученые-педагоги Чувашии" кĕнекинче пысăк хак панă.

Паллă ăсчахăн пурнăçĕпе тата наукăри ĕçĕ-хĕлĕпе студентсене тĕплĕн паллаштарас тĕллевпе педуниверситет библиотекин вулав залĕнче пĕр хутчен кăна мар стенд-курав йĕркеленĕ, конференцисем ирттернĕ.

Çапла, В.Никитин чăннипех ăслă, тĕрлĕ енлĕ аталаннă, пысăк культурăллă çын. Нумай сăмах ваклама юратмасть вăл, сăпайлă, вашават тата тарават. Пыл хурчĕ пекех ĕçчен, пушă вăхăтра хăй те вĕлле хурчĕсемпе аппаланма кăмăллать.

Мăшăрĕпе Нина Васильевнăпа вĕсем виçĕ ача çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Аслă хĕрĕ, Зоя Владимировна, ашшĕ çулĕпе кайнă. Вăл педагогика наукисен кандидачĕ, Чăваш патшалăх педагогика университечĕн педагогика кафедринче ĕçлет.

В.Никитинăн правительство наградисем те пур. Вĕсем хушшинче "1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн" медаль, "Ĕç ветеранĕ" медаль, юбилей медалĕсем тата нумай-нумай Хисеп грамотисемпе Тав çырăвĕсем.

Ăсчах-вĕрентекен тăххăрмĕш теçетке çинче пырать пулин те алă усса лармасть. Ăна университет е хула библиотекисенче тăтăшах курма пулать. Владимир Миронович журналсенче пичетленсе тухнă статьясене тишкерме кăмăллать.

В.Никитин халăха вĕрентес ĕçе 60 çул ытла панă, тивĕçлĕ канăвăн сипечĕпе ăсчах халĕ пĕрре-мĕш çул киленет. Пахча çимĕç çитĕнтерес ĕçре мăшăрне пулăшать (вĕсем Шывпуç-Чуракассинче хуçалăх тытаççĕ).

– Хуньăм кассине, Шуркассине, манмастпăр, кайкаласа çÿретпĕр, – вĕçлерĕ сăмахне Владимир Миронович.

Ăсчаха чăваш юманĕ пек çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул, телей, таса тÿпе, çемьере килĕшÿпе тату, ăнăçу сунатпăр.

Геннадий ПАВЛОВ, çывăх юлташĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика