АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шурă çуртри пуянсемпе чухăнсем

11 мая 2011 г.

Раççей правительствин членĕсем те хăйсен тупăшĕпе пурлăхĕ пирки пĕлтернĕ. Вĕсен хушшинче те "пуянсемпе" "чухăнсем" пурри палăрнă.

Иртнĕ çул правительство ертÿçин, Владимир Путинăн, тупăшĕ 5 042 257 тенкĕпе танлашнă (2009 çулта 3 889 807 тенкĕ пулнă). Унăн пурлăхĕн списокĕ улшăнман тесен те юрать. Автопаркĕ те унчченхи пекех: икĕ "Волга", пĕр "Нива", ашшĕнченех юлнă "Скиф" автоприцеп. Владимир Владимировичăн мăшăрĕ 2010 çулшăн 146 201 тенкĕ илнĕ.

Правительство членĕсен хушшинче чи пуянни – экологипе çут çанталăк ресурсĕсен министрĕ Юрий Трутнев. Унăн иртнĕ çулхи тупăшĕ 114 746 483 тенкĕпе танлашнă. Сăмах май, ку виçĕм çулхинчен сахалтарах. Ун чухне вăл155 миллион тенкĕ илнĕ. Политикăна Трутнев бизнес ĕçĕнчен килнĕ, хăйĕн тупăшне пытармасть – унчченхи пекех компанисен акцийĕсене тытса тăрать.

Иккĕмĕш вырăнта президентăн полномочиллĕ представителĕ Александр Хлопонин вице-премьер.

Унăн тупăшĕ – 23 225 710 тенкĕ (2009 çулта 67 миллиона яхăн). Виççĕмĕш вырăнта транспорт министрĕ Игорь Левитин - 22 657 263 тенкĕ (малтан та çавăн майлăрах пулнă). Пĕрремĕш вице-премьерăн Игорь Шуваловăн çулталăкри тупăшĕ те юлсах каймасть – 14 652 037 тенкĕ. Шуваловăн арăмĕ Ольга вара 2010 çулта 372 907 579 тенкĕ илнĕ. 2009 çулхи кăтартупа танлаштарсан ку самай сахал-ха, ун чухне унăн 641 миллион тенкĕ пулнă.

Александр Хлопонинăн арăмĕ те çемье бюджетне аванах пуянлатать. 2010 çулта вăл 93 350 170 тенкĕ ĕçлесе илнĕ. МЧС ертÿçи Сергей Шойгу арăмĕ те пысăк суммăпа палăрнă: 54 608 702 тенкĕ.

Правительство членĕсенчен виççĕшĕн ют çĕршывра куçман пурлăх пур. Культура министрĕн Александр Авдеевăн харпăрлăхĕ пысăках мар, Францире 38 тăваткăл метрлă хваттер пур – маларах вăл çак çĕршывăн посолĕ пулнă. Хлопонинсен вара Италире 8223,6 тв.м çĕр выртать. Шуваловсем Австрире яланлăхах çурт илнĕ, çавăн пекех Великобританире те 10 çуллăха арендăна илнĕ хваттер пур.

Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕн Татьяна Голикован тупăшĕпе пурлăхĕ ыттисемпе танлаштарса пăхсан питĕ сахал – 3 689 989 тенкĕ, унăн хваттер (142,4 тв.м), çĕр лаптăкĕ пур. Машина çук. Промышленность министрĕн Виктор Христенкăн та тупăшĕ мухтанмалăхах мар – 6 576 628 тенкĕ, хваттер (218,6 тв.м) пур.

Пуянлăхĕпе Алексей Кудрин финанс министрĕ те уйрăлсах тăмасть – 7 857 365 тенкĕ, нимĕнле куçман пурлăх та çук. Анчах унăн мăшăрĕн тупăшĕ самай курăмлă. Укçи сахал пек курăнсан та Кудринăн 2 миллион тенкĕ тăракан электромобиль пур.

Регионсен министерствин ертÿçин Виктор Басаргинăн та пурлăхĕ пысăках пек курăнмасть. Пĕлтĕр çулталăкри тупăшĕ 5 604 593 тенкĕпе танлашнă. Хваттерне арендăна илнĕ. Транспорт хатĕрĕсем текен графара та унăн "çук" паллă тăрать.

Çулталăкри чи пĕчĕк тупăш Эльвира Набиуллина экономика министрĕн (3 666 380 тенкĕ), Александр Коновалов юстици министрĕн (3 404 500 тенкĕ), Сергей Лавров ют çĕршыв ĕçĕсен министрĕн (3 764 439 тенкĕ) тата Игорь Щеголев массăллă коммуникаципе çыхăну министрĕн (3 273 224 тенкĕ).

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика