АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район чысне Шупашкарта хутĕлĕ

11 мая 2011 г.

Районта иртнĕ "Çулталăк воспитателĕ" конкурса пĕтĕмлетрĕмĕр. Унта Вырăскас Пикшихри, Аслă Мамири, Вăрăмпуçĕнчи, Вăтакас Кипечри, Сиккассинчи, Ухманти, Шăхасанти, Янкăлчри, Тури Юнтапари ача сачĕсенчен пĕтĕмпе 15 педагог хутшăнчĕ. Вĕсенчен пиллĕкĕшĕ – Вырăскас Пикшихри "Шанчăк" ача сачĕн воспитателĕ Ирина Виноградова, Ухманти "Пилеш" садик воспитателĕ Надежда Иванова, Шăхасанти "Хĕлхем" садикри воспитательсем Лариса Владимирова, Наталья Давыдова, Альбина Федорова – "Пултарулăх презентацийĕ", "Ачасемпе пĕрле ĕçлемелли уçă заняти" конкурссенче çĕнтерсе финала тухрĕç.

Конкурс пĕтĕмлетĕвĕпе Лариса Викторовна Владимирова çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçрĕ. Халĕ унăн республикăра иртекен "Чăваш Енри çулталăк воспитателĕ" конкурсра район чысне хÿтĕлеме тивет. Райадминистрацин вĕренÿ управленийĕ шкулчченхи вĕренÿ учрежденийĕсенчи педагогсен тупăшăвне хутшăннă ĕçченсене тав тăвать.

С. НИКОЛАЕВА, вĕренÿ управленийĕн методисчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика