11 мая 2011 г.
Тăван халăх нимĕç фашисчĕсене çапса аркатнăранпа 66 çул çитрĕ. Тăватă çул кĕрлерĕ хаяр вăрçă. Тĕнче историйĕшĕн 4 çул кĕске вăхăт, Раççей халăхĕшĕн вара - нихçан асран тухми тапхăр. Мĕн чухлĕ çыннăн пурнăçĕ татăлчĕ çак вăрçăра. Мĕн чухлĕ çынна амантса, сусăрлатса хăварчĕ çак ылханлă вăрçă. Паянхи кун та ветерансен ÿтне, чун-чĕрине кăшлаççĕ унăн ванчăкĕсем.
Çав тери сахалланса юлчĕç ветерансем. Сывлăхĕсем хавшасах пынипе тухсах та çÿреймеççĕ вĕсем. Çавăнпа та шкулпа библиотека ĕçченĕсем, вĕренекенсем пĕрмай ветерансем патне килне каяççĕ. Пайтах терт-нуша тÿснĕ вĕсем, вăрçă тискерлĕхĕ çинчен куççуль витĕр каласа параççĕ.
Шелттем ял тăрăхĕнче паянхи куна 5 вăрçă ветеранĕ пурăнать, вĕсенчен 3-шĕ – Çĕнĕ Шелттем ялĕнче.
Радиков Григорий Петрович. 1924 çулта çуралнă, ялти хăйпе пĕр çулхи Н.Осиповпа, А.Викторовпа, А.Степановпа тата Н.Ерицовпа 1942 çулхи июль уйăхĕнче хăй ирĕкĕпе фронта кайнă. Малтанах вăл Владимирти пехота училищинче вĕреннĕ. Взвод командирĕ Сталинград патне лекнĕ. Вăл вăхăтра ун таврашĕнче хĕрÿ çапăçусем пынă. Пĕр çапăçура ăна амантаççĕ. Хусанти госпитальте сывалса тухсан – каллех фронта.
Хĕрлĕ ялавлă 44-мĕш гварди дивизийĕн 133-мĕш стрелковăй полкĕ Днепр урлă каçнă чухне пысăк çухату тÿснĕ. 120 пехотинецран 16 салтак кăна юлнă. Радиков командир взвод умне лартнă задачăна чыслăн пурнăçланă. Бучуга ялĕшĕн пынă çапăçура Григорий Петрович сулахай уринчен аманнă. Сывалнă хыççăн ăна Ленинград фронтне янă. Выборга çитнĕ. Çапăçусенче хăюлăх кăтартнăшăн Г.Радикова медальсемпе наградăланă.
Петров Александр Петрович. 1925 çулта çуралнă, вăрçа кĕриччен Хабаровскра ĕçленĕ. 1943 çулхи мартăн 15-мĕшĕнче çар комиссариатĕнчен чĕнÿ хучĕ илнĕ, çав кунах ăна фронта ăсатнă. Темиçе кунтан вăл службăра тăракан чаçе приказпа Япони еннелле илсе кайнă. Вăл вăхăтра унта та питĕ самана хăрушă пулнă. Унта Александр тупăсен чаçĕнче тăнă. Кайран яппунсемпе çапăçнă, "Японие çĕнтернĕшĕн" медале тата ытти наградăсене тивĕçнĕ. Приморски крайĕнчи Манчжури сопкисем çинчи çапăçусем уйрăмах асра юлнă.
Ефремов Василий Порфирьевич. 1926 çулта çуралнă. 1943 çулхи сентябрьте салтака илнĕ. Нумаях пулмасть Шелттем ачисем ветеран патĕнче пулчĕç. Вăрçă кунĕсене вăл çапла аса илет: "Çарта мана 1950 çулчченех пулма тиврĕ. Малтан Мускав еннелле илсе кайрĕç. Комисси хыççăн Внуковона лекрĕм. Авиаципе стрелоксен чаçĕнчен кĕскетнĕ курспа вĕренсе тухрăм. Тăтăшах бомбăсем пăрахма вĕçеттĕмĕр, нимĕçсене каялла хăвалаттăмăр. Тăшман та парăнасшăн марччĕ, кашни татăк çĕршĕн, сăртшăн вирлĕн хирĕç тăратчĕ. Берлин çывăхĕнчи çапăçусем нихăçан та асран тухас çук. Вăрçă халь-халь чарăнмалла, анчах нимĕçсем пур пĕрех парăнасшăн мар. Мĕн чухлĕ тантăш выртса юлчĕ çапăçу хирĕнче. Чышкăсем чăмăртаначчĕç, шăла çыртса куççуле çăтаттăмăр, пĕр нимĕç юлмиччен тавăрма тупа тăваттăмăр. Пĕр çапăçура мана чĕркуççирен амантрĕç. Госпитальте сывалтăм". Чылайччен вăрçă кунĕсене аса илчĕ ватă салтак. Тимлĕ итлесе ларчĕç ăна ачасем. Юлашкинчен ветеран ачасене çапла каларĕ: "Эпир çапăçнă вăрçă юлашки пуль терĕмĕр, анчах йăнăшрăмăр иккен. Афганистан вăрçи мĕн чухлĕ салтак пурнăçне татрĕ. Пирĕн ялтан Е.Анисимов çамрăклах çĕре кĕчĕ. Чечняра тата миçе çын пĕтмерĕ пуль. Маяк ялĕнчи Ендеров Мишша вилни çинчен илтсен питĕ кулянтăм. Çав тери шалккă çамрăка". Ветеран кăкăрне тĕрлĕ награда илем кÿрет. Вĕренекенсем ветерана ыр сунса илемлĕ юрă-кĕвĕ парнелерĕç. Ачасене хисеплĕ ватă хăйне чыс тунăшăн тав турĕ. "Нихăçан та сирĕн вăрçă кунĕсене курмалла ан пултăр, чипер те сывлăхлă ÿсĕр, татах килĕр", - тесе алне сулчĕ.
Т.ИВАНОВА.