11 мая 2011 г.
Нумаях пулмасть пирĕн шкул умне çăмăл автомашина çитсе чарăнчĕ. Унăн салонĕнче туп-тулли парне! Вĕсене Шупашкартан "Поддержка" страхлакан компани пуçлăхĕ Зинаида Воробьева тата компанин Канашри уйрăмĕн представителĕсем илсе килнĕ.
Хăнасем килнĕ ятпа шкулта савăнăçлă линейка йĕркелерĕмĕр. Зинаида Воробьева харпăр хăй пурнăçне страхлас енĕпе Ухман шкулĕ иртнĕ çулта республикăра малтисен йышне лекнине палăртрĕ. Страхлакансем кашни класах электричество вăйĕпе ĕçлекен чейник, органайзер тата дипломсем парса чысларĕç. Шкул валли ятарлă парне – шыв ĕçмелли кулер пулчĕ. Ачасем парнесене алă çупса йышăнчĕç, вĕсен сăн-питĕнче савăнăç çиçрĕ.
Çакна та палăртса хăвармалла, шкулта вĕренекен ачасен 80 ытла процентне ашшĕ-амăшĕ инкек-синкекрен страхланă. Вĕрентекенсем те çак ĕçе хаваспах хутшăннă. Кăçал шкулта ирттернĕ ашшĕ-амăшĕн пухăвĕнче те ачасене страхлас ыйтăва тимлĕхсĕр хăварман.
Шкул коллективĕ "Поддержка" страхлакан компание парнесемшĕн тав тăвать, малашне те тачă çыхăнса ĕçлессе шанать.
М.БОРИСОВА, Ухман шкул директорĕ.