АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрçă нуши-тертне курнисене чысласа

11 мая 2011 г.

Эрне кун сехет йĕпписем вуннă патне çывхараспа район администрацийĕн ларусем ирттермелли залне ватăсем килме пуçларĕç. Хăшĕсене ывăлĕ е хĕрĕ, çывăх çынни хул айĕнчен тытса пырса малти ретри пукансем çине лартрĕç. Чылайăшĕн кăкăрĕ çинче орден-медаль. Килнисенчен пысăк пайĕ хĕрарăмсем. Тăван çĕршыва хÿтĕленĕ арçынсен йышĕ сахаллансах юлчĕ çав. Сцена умне районти халăха социаллă хÿтлĕх паракан пайăн пуçлăхĕ В.Михайлова тухрĕ. Вăл вăрçă ветеранĕсене, пуçне хунă салтаксен арăмĕсене, тыл ĕçченĕсене нимĕç фашисчĕсене çĕнтернĕренпе 66 çул çитнĕ ятпа саламларĕ. Уяв мероприятине ял тăрăхĕсенчен икшер çынна чĕннĕ. Валентина Георгиевна хисеплĕ ватăсем ячĕпе хатĕрленĕ праçникăн программипе паллаштарчĕ. Соцхÿтлĕх пайĕн ĕçлевçисем Л.Филипповăпа Л.Васильева урисем питех тытман ватăсене вырăнтан вырăна куçкалама пулăшса тăчĕç.

Райадминистраци умĕнче ларакан икĕ автобус, вĕсене пассажирсене турттаракан автотранспорт предприятийĕ ятарласа уйăрса панă, ветерансемпе тулчĕ. Автобуссен çулĕ Янкăлча выртрĕ. Кунта ветерансене Янкăлч тата Чакаç ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем А.Кротовпа В.Михайлов, шкул директорĕ С.Васильева, учительсем, кадетсен класĕнче вĕренекенсем кĕтсе илчĕç. Малтанах пурте пĕрле Раççей Геройĕ Н.Гаврилов парнеленĕ çар вертолечĕ умĕнче асăнмалăх сăн ÿкерĕнчĕç. Çарпа ĕç мухтавĕн музейĕн директорĕ К.Иванова хăнасене музее чĕнчĕ. Калиса Михайловна кунти экспонатсемпе, çак шкултан вĕренсе тухнă наука ĕçченĕсен, çар çыннисен, паллă специалистсен сăн ÿкерчĕкĕсемпе паллаштарчĕ. Ăна Ю.Иванова, А.Петров, А.Кудрявцев, И.Иванова, А.Михайлов тата А.Петров кадетсем пулăшса пычĕç. Ветерансене уйрăмах Янкăлчра кун çути курнă, Раççей Геройĕн ятне тивĕçнĕ, авиаци генерал-лейтенанчĕ таран ÿснĕ Н.Ф.Гаврилов çинчен каласа пани интереслĕ пулчĕ.

Нумаях пулмасть шкул 130 çулхи юбилейне паллă турĕ. Вăл мĕнле иртни, шкул мĕнле аталанса пыни çинчен унăн директорĕ С.Васильева каласа пачĕ. Доклад тăрăх тухса калаçаканĕсем кадетсемпе çамрăк артистсем пулчĕç. "Журавли" юрра юрланă чухне вăрçă çулăмĕ витĕр тухнисен пĕркеленчĕк пичĕ тăрăх тăварлă куççуль тумламĕсем юхса анчĕç. Хĕрарăмсем йĕпеннĕ куç айĕсене тутăр вĕçĕпе шăлса типĕтрĕç. И.Иванова Аслă Çĕнтерÿ çинчен хывнă сăвва чуна тивмелле вуларĕ. Вальс ташланине те хапăлласа йышăнчĕç куракансем. Хĕр пĕрчисем хаваслă ташăпа ватăсен кăмăлне çĕклерĕç. Е.Сергеева "Тусăма" юрра пит ăста шăрантарчĕ. Вăрçă хирĕнче пуçне хунисене, таврăнсан вилнисене асăнса пĕр минут шăп тăчĕç.

Районти ĕç тата вăрçă ветеранĕсен канашĕн председателĕ М.Данилова шкул коллективне хăйсене ăшшăн кĕтсе илнĕшĕн, музейпе паллаштарнăшăн, илемлĕ юрă-ташăпа кăмăлĕсене çĕкленĕшĕн пурин ячĕпе те тав турĕ. Çакăн хыççăн автобуссем Вăтакас Татмăша çул тытрĕç. Район больницин кунти пĕтĕмĕшле врач практикин уйрăмĕн заведующийĕ Л.Яковлева ветерансене сывату кабинечĕсем, палатăсем тăрăх кăтартса çÿрерĕ. Ватăлнăçемĕн чирĕ те çыпçăнсах тăрать, çавăнпа та Любовь Анатольевнăн нумай ыйту хуравлама тиврĕ.

Юлашки чарăну Вырăскас Пикших ялĕ çумĕнчи "Колос" кафере пулчĕ. Кунта ветерансене уяв ячĕпе Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕн çумĕ Г.Васильев, район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, районти халăха социаллă пулăшу паракан пайăн пуçлăхĕ В.Михайлова, ĕç тата вăрçă ветеранĕсен канашĕн председателĕ М.Данилова, Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Н.Бабанов, районăн хисеплĕ гражданинĕ, вăрçă ветеранĕ, отставкăри майор А. Смирнов тата ыттисем саламларĕç, нумай çул ăспа-тăнпа пурăнма, ачисемпе мăнукĕсенчен, кĕçĕн мăнукĕсенчен ыррине çеç курма, ватлăха канлĕхре ирттерме сунчĕç. Ял тăрăхĕсен пĕрлехи культура çурчĕ çумĕнчи "Ентешсем" ансамбль уяв кĕрекине хăйне евĕрлĕ илемлĕ сăн кĕртрĕ. О.Егорова чăваш ташшипе савăнтарчĕ. Çулĕсем чылай пулнине пăхмасăр ватăсенчен хăшĕ-пĕри унпа пĕрле ватă шăм-шакне çемçетме тăрăшрĕ.

Ветерансене телей те ăнăçу сунса, Аслă уяв ячĕпе чĕререн саламласа Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕн çумĕ Г.Васильев, район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, чăваш тумне тăхăннă хĕрсем парнесем пачĕç.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика