06 мая 2011 г.
Ытлари кун район администрацийĕнче тĕрлĕ служба ертÿçисен, пай тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен, специалисчĕсен анлă ларăвĕ иртрĕ. Ăна яланхи пекех район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов ертсе-йĕркелесе пычĕ. Çичĕ ыйтăва пăхса тухрĕç.
Аслă Çĕнтерÿ кунĕ çывхарса килет. Ăна уявлас енĕпе районта мĕнле мероприятисем ирттерме палăртни çинчен районти халăха социаллă хÿтлĕх паракан пай пуçлăхĕ В.Михайлова каласа пачĕ. Вăрçă çулăмĕ витĕр тухнисен, 1945 çулхи майăн 9-мĕшĕнче Çĕнтерĕве кĕтсе илнисен йышĕ сахаллансах пырать. Çак историллĕ пулăма чыслăн кĕтсе илессипе çыхăннă ĕçсене çулталăк пуçламăшĕнчех пуçăннă. Паянхи кун тĕлне районта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă 78 çын пурăнать. Соцхÿтлĕх паракан пайăн специалисчĕсем тивĕçлĕ пулăшу парас тĕллевпе вăрçа хутшăннисем, вăрçă инваличĕсем, пуçĕсене хунă салтаксен арăмĕсем, тыл ĕçченĕсем мĕнле условисенче пурăннине тĕрĕслесех тăраççĕ, вĕрентÿ учрежденийĕсенче, библиотекăсенче çак датăпа çыхăнтарса тĕрлĕ мероприяти йĕркелесе ирттереççĕ. Аслă уява паллă тунă çĕре пырайман ветерансене района ертсе пыракансем тата ял тăрăхĕн представителĕсем киле пырса саламлĕç, уяв кучченеçĕ парĕç.
Валентина Георгиевна районта ирттернĕ ĕç сыхлавĕн уйăхлăхне пĕтĕмлетрĕ. Ку енĕпе уйрăмах Киров ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативĕ лайăх ĕçленине палăртса хăварчĕ. Хăш-пĕр предприятисемпе учрежденисем коллективлă договор тăвассине тивĕçлĕ вырăна хуманнине, тимлĕх сахал уйăрнине асăнса хăварчĕ.
Çĕр ĕçĕпе тăранса пурăнакансемшĕн хĕрÿ тапхăр çитрĕ. Çур акин малтанхи тапхăрĕ çинчен район администрацийĕн агропромышленность организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕ В.Никоноров каласа пачĕ. Хирсене 15 хуçалăхăн техники тухнă. Хăш-пĕр çĕрте, укçа-тенкĕ сахалтарах тăккалас тесе-ши, нÿрĕк тытса хăварас шутлă мар. Çапла туни ÿссе-пулса çитнĕ культурăна, уйрăмах нумай çул ÿсекен курăксене, пухса кĕртнĕ чухне тухăçĕ пĕчĕккипе палăрĕ. Укçа çукки çине йăвантарса акнă лаптăксене тĕрлĕ им-çампа апатлантарасси çине тÿрккес пăхакансем те пур-ха. Районта икĕ хуçалăх йÿнетнĕ хакпа дизтопливо вăхăтра туянса юлайман. Халĕ вĕсен тоннине вăтамран 5 пин тенкĕ хушса илме лекет. Залра ларакансене сĕт йышăнас тĕлĕшпе лару-тăру мĕнле пулни интереслентерчĕ. Хуравĕ çакăн пек пулчĕ: "Ку енĕпе республикăн монополиллĕ служби ĕçлет, суда пама материалсем хатĕрлет".
Районта нумай ачаллă 56 çемьен тÿлевсĕр çĕр лаптăкĕ илме ирĕк пур. Хальлĕхе пĕр çемье те татăклă хурав паман-ха. Экологи хăрушлăхĕнчен хÿтĕленес, ăна сирсе ярас енĕпе районта субботниксем, йывăç-тĕм лартас уйăхлăх тата ытти мероприяти ирттерме палăртнă. Юлашки çулсенче хирте навус куписем вырăнне çÿп-çап куписем "шăтса туха" пуçларĕç. Пуснă выльăхăн ăш-чиккине çырмана е вăрмана тăкса хăварнă тĕслĕхсем нумайланчĕç. Айăплисене тупса палăртса явап тыттарассипе çыхăннă ĕçсене вăйлатмалла.
Вĕрентÿ управленийĕн çамрăксемпе ĕçлекен тĕп специалисчĕ А.Павлова районта "Çурхи ырăлăх эрни" мĕнле иртнипе паллаштарчĕ. Централизациленĕ бухгалтерин ертÿçи В.Филиппова ял тăрăхĕсем налук пухассипе мĕнле ĕçлени çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Çĕр лаптăкĕсен чиккисене палăртас ыйусене сÿтсе яврĕç.
Ветерансен районти канашĕн председателĕ М.Данилова Çеçпĕлти ватăсен çурчĕн заведующине Т.Степановăна шаннă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа туса пынăшăн Хисеп грамотипе наградăларĕ.
В.АЧЧА.