06 мая 2011 г.
Кăçал Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 66 çул çитнине паллă тăватпăр. Районти ветерансене çак савăнăçлă пулăмпа саламлама тытăннă та ĕнтĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ сывлăхĕ хавшанипе уяв мероприятийĕсене тухса çÿреймест, çавăнпа та вăрçă паттăрĕсене килĕсене пырса чыслаççĕ. Ветерансене район администрацийĕн пуçлăхĕ, унăн çумĕсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, депутатсем тата социаллă хÿтлĕх ĕçченĕсем кунсеренех вырăна тухса саламлаççĕ, çак пархатарлă ĕç çу уйăхĕн 9-мĕшĕчченех пулса пырĕ.
Нумаях пулмасть район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов Ямаш тăрăхĕнче пулчĕ, ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе В.Харитоновпа вĕсем Н.Якимов ветерана çывхарса килекен уявпа саламларĕç. Николай Якимович фронтра связист пулнă, Мускав хулине хÿтĕленĕ çĕре хутшăннă, унăн кăкăрне чылай орден-медаль илем кÿрет. Асаппа тертне сахал мар тÿссе ирттернĕрен фронтовик вăрçă çулĕсене аса илме юратмасть.
Хăйсен çулĕсене пăхмасăр Николай Якимовичпа унăн мăшăрĕ Анфиса Макаровна районăн обществăлла ĕçне те хастар хутшăнаççĕ. Вĕсем çитĕнекен ăрăва патриотизм воспитанийĕ парассипе тимлеççĕ, çамрăксене хăйсен пурнăçĕн пуян опычĕпе паллаштараççĕ. Хăнасем ветерансене тав сăмахĕ каларĕç, телей тата ырлăх-сывлăх сунчĕç, май килнĕ таран яланах пулăшса пыма шантарчĕç.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов тыл ĕçченĕсен хастарлăхĕ çинче те чарăнса тăчĕ: "Аслă Çĕнтерĕве фронтри салтаксемпе танах тыл ĕçченĕсем те çывхартнă. Вĕсем Çĕнтерĕве вырăнта ырми-канми ĕçлесе туптанă. Çавăнпа тыл ĕçченĕсем те мирлĕ пурнăçшăн кĕрешнĕ салтаксем пекех чыс-хисепе тивĕç".
Хамăр инф.
P.S. Николай Якимовичпа Анфиса Макаровна çинчен ÿкернĕ сюжета паян Канаш телевиденийĕпе 19 сехет те 30 минутра пăхма пултаратăр.