06 мая 2011 г.
Вăрçă вăл ĕç мар, унтан йывăр та тертлĕ пурнăç çук пуль. Вăл çын сывлăхне кăшлать, хавшатать, пурнăçне пĕтерет, ĕмĕрне кĕскетет. Гитлерăн фашистла çарĕсем Ленинграда ункăна хупăрларĕç, Мускав патне çитрĕç, Атăл çывăхне пырса тăчĕç. Каялла чакнă чухне те, тапăнса пынă вăхăтра та çухату нумай пулчĕ. Ял-хуласене куççульпе тăшмана парса хăварнă, ирĕке кăларнă чухне те куç айĕсем тăварлă куççульпе çăвăнатчĕç, анчах та вăл чуна савăнăç кÿретчĕ, ирĕке кăларнă çынсем еплерех хĕпĕртетчĕç тата, пире Турă вырăннех хуратчĕç.
Мĕн кăна тÿсме тивмен совет салтакне. Выçлăх, йĕпе-сапа, шартлама сивĕ кунсем, пысăк çухатусем, кашни утăмрах вилĕм алли... Шинель, кутамкка пульăсемпе, снаряд е мина ванăчăкĕпе ала пек шăтса пĕтетчĕ. Юлашки вăя пухса, шăла çыртса атакăна çĕкленеттĕмĕр, фашистсене пĕр вĕçĕм хăвалаттăмăр. Тăшман техникине, хĕç-пăшалне пăрахса, каялла çаврăнса пăхмасăр таратчĕ.
Пичче, Федор Егорович Егоров, 1923 çулта çуралнăскер, 1943 çулхи сентябрь уйăхĕнче Чернигов облаçĕнчи Свердловск ялĕнче пуçне хучĕ. Аттен пиччĕшĕ, Мирон Ильич Ильин, виçĕ ывăлĕпе фронта тухса кайрĕ. Хăй йывăр сурана пула чĕрĕ юлать, Иван, Архип тата Аркадий ывăлĕсем каялла таврăнаймарĕç. Леонтий Сергеевич Сергеев тăватă ывăлне вăрçа ăсатрĕ: Серафим, Алексей, Иван тата Роман. Виççĕшĕ паттăрсен вилĕмĕпе вилчĕ. Роман çеç яла таврăнчĕ. Халĕ те пĕр тăван Иван, Арсентий, Илья Даниловсен, Василий, Семен, Николай Васильевсен, ашшĕпе ывăлĕн Семен Никитинпа Михаил Семеновăн, Иван Григорьевпа Михаил Ивановăн, Василипе Егор Васильевсен сăнĕсем куç умĕнче. Ĕмĕрлĕхех чĕрере юлчĕç вĕсем.
Вăрçă хирне пĕр çемьерен темиçен тухса кайса пуçĕсене хунисем пит нумай-çке манăн тăван ялăмра. Никифоровсем, Ивановсем, Львовсем, Александровсем, Корытниковсем, Павловсем, Синдячкинсем, Тимофеевсем, Мироновсем, Григорьевсем, Сергеевсем, Леонтьевсем.
Анаткас Татмăш ялĕ çумĕнче, пысăк пĕвен тепĕр енче йывăçсем, кашласа лараççĕ. Вĕсене вăрçăран таврăнайман ентешсене асăнса лартрăм. Вăрман тавра тытнă картана ватас, çÿп-çап тăкса тавралăха варалас марччĕ. Тăван çĕршыва нимĕç фашисчĕсенчен хÿтĕлесе вилнисен ячĕсене яланах тасалăхра тытасчĕ, манас марччĕ вĕсене, яланах асăнса пурăнасчĕ.
Петр Егорович ЕГОРОВ, фронтовик. Катек ялĕ.
Р.S. Çак материала Петр Егорович хăех илсе килчĕ. 86 çула кайнă ветеран иномаркăна çамрăксенчен пĕртте кая çÿретмест.