06 мая 2011 г.
Анна аппа кил-хуçалăхра пĕчĕккĕн кăштăртатать. 85 çулхи кинемейĕн аса илмелли нумай. Хаяр вăрçă çулĕсене тÿссе ирттерме тивнĕ унăн. Çав вăхăтра арçынсене кашни килтенех фронта илсе тухса кайнă. Ун чухне вăл 15 çулхи хĕрача пулнă. Ялти çичĕ класлă шкултан вĕренсе тухнă хыççăн хĕр упраç Шăхасанти вăтам шкулта пĕлĕвне малалла ÿстернĕ.
Малалла вĕренме каяс ĕмĕт кашни çамрăкăнах пулнă, анчах та тылра ĕç вăйĕ çитсе пыман. Анна аппа тырă пуçтарса кĕртнĕ çĕре хутшăннă, хĕл кунĕсенче Вăрнарти вăрманта вăрман каснă. Тумтирĕ вăрманта йĕпенсе шăнса пăрлансах ларнă.
Вăрçă чарăннă. Анна аппана 1947 çулта "ĕçре палăрнăшăн" медаль парса чысланă. Петр Васильевич фронтран таврăнсан Анна Павловнăпа çемье çавăрнă. Вĕсем 6 ача çитĕнтернĕ. Ачисем çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесне саланнă.
Анна аппан кăкăрне пĕтĕмпе çичĕ медаль илем кÿреççĕ, вĕсем хушшинче "Ача амăшĕн геройĕ" медале те курма пулать. Салтак арăмĕ пулнă май кинемее иртнĕ çулта хăтлă çурт лартса пачĕç. Эпир Анна аппана ырлăх-сывлăх, вăрăм кун-çул тата телей сунатпăр.
А.ПАВЛОВА, Çеçпĕл шкулĕ.