АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шкулăн та, музейăн та юбилей

06 мая 2011 г.

Вăтакас Кипеч шкулĕ 125 çулхи юбилейне паллă турĕ. Чаплă уява унччен маларах вĕренсе тухса кайнисем те йышлăн пуçтарăнчĕç.

Тăван ен историйĕпе паллаштаракан шкулти музейăн та юбилейĕ çитрĕ. Унăн экспозицийĕ икĕ пайран тăрать. Пĕри чăваш халăхĕн авалхи пурнăçне сăнласа парать, тепĕр пайне вырăнти вăрçă паттăрĕсемпе тылра ырми-канми тăрăшнă ĕçченсене халалланă.

Мĕн кăна çук унта! Стендсем çине салтаксен сăн ÿкерчĕкĕсене вырнаçтарнă. Унтах вĕсен вăрçăри паттăрлăхĕпе кун-çулĕ çинчен çырса кăтартнă. Юнашарах тыл ĕçченĕсен сăн ÿкерчĕкĕсене курма пулать. Музейра çапăçу хирĕсенчен килнĕ виçĕ кĕтеслĕ çырусем, салтак штыкĕ, каска упранаççĕ.

Çак стендсем пире вăрçăра паттăрлăх кăтартнă ентешсем çинчен нумай каласа кăтартаççĕ. Музей хамăр тăрăхри ялсем çинчен пуçтарнă материалсемпе те пуян. Ял епле пуçланса кайни, ĕмĕрсем хушшинче еплерех улшăнусем пулса иртни çинчен пĕлме питех те интереслĕ.

М.ДИМИТРИЕВА, Вăтакас Кипеч шкулĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика