06 мая 2011 г.
Елчĕк районĕнчи колхоз председателĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче пĕр летчике самолет парнеленине пĕлетĕп. Кам пирки сăмах пырать; Парнене кам тивĕçнĕ?
Ф.ОСИПОВ.
Сумлă парнене тивĕçнĕ çын – Совет Союзĕн Паттăрĕ А.В.Кочетов летчик, пирĕн ентеш. Ĕç акă мĕнле пулса иртнĕ. 1944 çулхи çу уйăхĕнче Кочетова отпуск панă, ăна вăл Чăваш Енре ирттернĕ. Улатăр деповĕн ĕçченĕсем, ентешĕн паттăрлăхĕпе хавхаланнăскерсем, ун валли самолет туянма укçа пухма сĕннĕ. Вĕсен пуçарăвне хулари ытти предприяти-организацире ĕçлекенсем те ырласа йышăннă. Отпуск вăхăтĕнче паттăра Шупашкара Чăваш Ен ертÿçисем З.А.Андреевăпа И.М.Чарыков чĕнсе илнĕ. Александр Васильевич пÿлĕме кĕрсен унта ларакан виççĕмĕш çынран шÿтлесе çапла ыйтнă: "Ну, мĕнле; Çак паттăр çырлахтарать-и;" Çапла майпа А.Кочетов Елчĕк районĕнчи "Марс" колхоз председателĕпе А.Г.Гаязовпа паллашнă. 1942 çул вĕçĕнчех Абдулла Гаязович "Чăваш колхозникĕ" танк колонни тума 105 пин тенкĕ тата оборона фондне 178 пăт тырă хывнă. 1944 çулхи çĕртме уйăхĕнче вара вăл Ферапонт Головатый тĕслĕхĕпе хавхаланса Кочетов валли 110 пинлĕх истребитель туянма шухăш тытнă. Кĕçех Мускавран хурав çитнĕ: "Гаязов юлташ, манăн салама тата Хĕрлĕ Çар тавне йышăнсамăр. Сирĕн ĕмĕте пурнăçа кĕртетпĕрех. И.Сталин". Çурла уйăхĕнче самолет туса пĕтернĕ. Ун çине "А.Г.Гаязов колхозникрен" тесе çырса хунă.
1944 çулхи раштав уйăхĕнче Мускав çывăхĕнчи аэродромсенчен пĕринче летчиксем хăйсене парнеленĕ вун икĕ самолета илнĕ. Çавăнтанах "Алатырец" эскадрилья Варшава çывăхне вĕçсе кайнă.