АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тава тивĕçлĕ

06 мая 2011 г.

Районти ял тăрăхĕсен пĕрлехи культура çурчĕн инноваципе методика пайĕн заведующийĕпе З.Николаевăпа тĕл пулма мана Чăваш Республикин Президенчĕн кăçалхи ака уйăхĕн 14-мĕшĕнче 30-мĕш номерпе тухнă Указĕ хистерĕ.

Зоя Семеновна çут тĕнчене Ухман ялĕнче килнĕ. Вăтам шкул хыççăн çамрăк хĕре Чăрăшкассинчи клуб заведующийĕн ĕçне сĕнеççĕ. Кăштах турткалашса тăнă хыççăн килĕшнĕ. Çулталăкран пĕлĕвне ÿстерес тĕллевпе Çĕрпÿри культурăпа çут ĕç училищине клуб ĕçне вĕренме кĕнĕ. Виçĕ çултан дипломлă хĕре хамăр районти культура çурчĕн автоклубне ертсе пыма янă. Çуркунне юр ирĕлсе пĕтсенех унăн агитбригади çула тухнă. Ака, утçи, ĕççи вăхăтĕнче çĕр ĕçченĕсене юрă-ташăпа ĕçлеме хавхалантарнă, лекцисем вуласа панă. Мĕн хĕл ларичченех автоклуб районти çулсем тăрăх чупнă. Каярахпа тĕрлĕ должноçра тăрăшнă: культура çурчĕн халăх пултарулăхĕ енĕпе ĕçлекен методистĕнче, директорта, методика кабинечĕн заведующийĕнче. Темиçе çул ĕнтĕ инноваципе методика пайĕн пуçĕнче тăрать.

Шаннă ĕçре Зоя Семеновна пултарулăхĕпе палăрса тăнă. Вун пилĕк çула яхăн ĕçпе юрă уявне йĕркелесе хатĕрленĕ çĕре хутшăнать. Сценари хатĕрлет, "Акатуй" программине ертсе пырать. Халăх пултарулăхĕн фестивалĕсене, смотрĕсене, тĕрлĕ конкурс ирттернĕ çĕрте хастар. Агитбригада йышĕнче республика шайĕнчи конкурссенче пултарулăхĕпе палăрнă.

2005 çулта клуб специалисчĕсен Пĕтĕм Раççейри "Клуб инновацийĕсен лидерĕ" конкурсне тăратнă "Асамлă кĕвĕсен тĕнчи" проект диплома тивĕçнĕ. Тата икĕ хутчен хутшăннă вăл çакăн пек конкурса. Пĕринче пĕрремĕш, тепринче иккĕмĕш степеньсемлĕ дипломсене çĕнсе илнĕ. Клуб ĕçченĕсен пĕлĕвне ÿстерес тĕлĕшпе нумай ĕçлет. Ĕçленĕ хушăрах куçăмсăр майпа Чăваш патшалăх культурăпа искусство институтне вĕренсе пĕтерчĕ. Унта вăл социаллă пурнăçпа культура ĕçĕн менеджерĕн специальноçне алла илчĕ.

Обществăлла ĕçре те активлă. 1998 çултанпа Зоя Семеновна районти культура ĕçченĕсен профсоюз комитечĕн, аттестаци комиссийĕн членĕ. Вăл йĕркеленĕ кану, юбилей, уяв каçĕсем интереслĕ те хаваслă иртеççĕ. Кăçал ăна районти культура ĕçченĕсен комитетне ертсе пыма шанчĕç.

З.Николаевăна шаннă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа туса пынăшăн Чăваш Республикин Культура министерствин, республикăри культура ĕçченĕсен профсоюз комитечĕн, республикăри Халăх пултарулăх çурчĕн, район администрацийĕн, культура пайĕн Хисеп хучĕсем парса чысланă.

З.Николавăпа тĕл пулма хитсенĕ Указ пирки ăнлантарса çырма та вăхăт çитрĕ. Çакна хаваспах тăватăп. Культурăри тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн тата нумай çул тÿрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн. Зоя Семеновнăна "Чăваш Республикин культура ĕçченĕн тава тимвĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ят панă. Çак ятпа ăна ĕçтешĕсем, тăванĕсемпе çывăх çыннисем, ăна паллакансем, вĕсем вара унăн çав тери йышлă, саламларĕç. Вĕсен çумне эпир те, хаçат кăларакансем, хутшăнатпăр.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика