АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăк инспекторсем ăмăртрĕç

06 мая 2011 г.

Нумаях пулмасть Ухман шкулĕ çумĕнчи автодромра çул-йĕрĕн çамрăк инспекторĕсен "Хăрушсăрлăх кустăрми" конкурс иртрĕ. Ăмăртăва районтан пĕтĕмпе 13 шкул хутшăнчĕ. Шкулсем хăйсен чысне хÿтĕлеме конкурса тăватă вĕренекене тăратрĕç: 2 арçын ача, икĕ хĕрача (вĕсен 10-12 çулта пулмалла).

Конкурс йĕркелÿçисем çамрăк инспекторсен ăсталăхне виçĕ номинацире хакларĕç. Вĕренекенсем çул-йĕр хăрушсăрлăх правилисене еплерех пĕлнине, пĕрремĕш пулăшу пама пултарнине тата велосипедпа çÿрес ăсталăха еплерех туптанине кăтартса пачĕç.

Конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем çапларах пулчĕç: пĕрремĕш вырăна шуркассисем çĕнсе илчĕç (вĕсем республикăри ăмăртусене хутшăнĕç), иккĕмĕш вырăна Ухман шкулĕ тухрĕ, энтрияльсем – виççĕмĕш.

Çĕнтерÿçĕсене дипломсем тата хаклă парнесем парса хавхалантарнă.

М.ЮНУСОВ, районти ГИБДД уйрăмĕн пропаганда инспекторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика