06 мая 2011 г.
Чăваш Енри прессăн спорт фестивалĕн çĕнĕ сезоне кăçал "Канаш" тата "Канаш ен" хаçатсен парнисемшĕн ирттерекен ăмăртусем уçрĕç.
Канаш хулипе районĕн спортпа массăллă мероприятисем ирттермелли календарь планĕнче çак самант уйрăм вырăн йышăнать: Раççейре Çуркуннепе Ĕç уявĕнче савăннă чухне пирĕн хулара чылай çул хушши ĕнтĕ пысăк калăпăшлă, социаллă пĕлтерĕш-лĕ спорт проектне йĕркелесси ырă йăлана кĕчĕ. "Канаш" хаçат редакцийĕ хулапа район администрацийĕсемпе тата "Единая Россия" партин Канашри уйрăмĕн вырăнти политканашĕпе пĕрле кашни çулах майăн 1-мĕшĕнче хулари тĕп лапамра спорта юратакансем тата сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансем валли çăмăл атлетсен эстафета ăмăртăвне йĕркелет. Çапла вара майăн 1-мĕшĕ Канашра пурне те савăнăç кÿрекен çурхи уяв çеç мар, Спорт кунĕ те пулса тăрать. Çакна та палăртма кăмăллă: шăпах çак эстафетăран хулапа районта çăмăл атлетсен çĕнĕ сезонĕ официаллă йĕркепе уçăлать.
Тата çакна та ырă енпе палăртса хăвармалла: пирĕн эстафета темиçе çул каялла икĕ хут Совет Союзĕн Геройĕ А. Г.Николаев космонавт летчике асăнса "Советская Чувашия" хаçат авăн уйăхĕнче Шупашкарта ирттерекен çăмăл атлетсен республика ăмăртăвĕсен пирвайхи тапхăрĕн статусне йышăнни те унăн тупăшăвне самаях çивĕчлĕх кÿрет. Çавăнтанпа ĕнтĕ пирĕн эстафета Чăваш Енри спортпа пресса фестивалĕн шайĕнче иртет. Çапла вара "Канаш" тата "Канаш ен" хаçатсен парнисене çĕнсе илессишĕн йĕркеленĕ кăçалхи 53-мĕш эстафета 54 командăна пĕр йыша пухрĕ (пирĕншĕн хăйне майлă рекорд пулчĕ çакă). Çав командăсен йышĕнче Канаш хулипе районĕнчи шкул ачисем, училищĕсемпе колледжсенче вĕренекенсем, тĕрлĕ харпăрлăх тытăмлă предприятисемпе организацисенче ĕçлекенсем - пĕтĕмпе 426 спортсмен старта тухрĕ.
Ăмăртăва тухнисене хавхалантарма тĕп лапама куракансем нумаййăн пухăнни те, паллă ĕнтĕ, спорт уявĕн курăмлăхне чылай хăпартать. Хăшĕ-пĕри вара кăмăла çĕклентерекен çивĕч кĕрешĕве курма çемйипех килнĕ. Вĕсен хушшинче эпĕ хамăрăн паллă чупуçăна, çуллахи Олимп вăййисене хутшăннă Надежда Ильинана асăрхарăм та унпа калаçу пуçартăм. Ара, хăй вăхăтĕнче Надя пирĕн эстафета çĕнтерÿçи пулнă вĕт, тен, çак ăмăртусем те ăна Олимпа çул хывма пулăшнă-тăр. Халĕ Надежда Голландире пурăнать, çак çĕршыври ăмăртусене хутшăнать. Тăван яла - Тури Юнтапана кашни çулах килет иккен. "Эсир ирттерекен ăмăртусене пĕрре те сиктермен", - терĕ Надежда, фотоаппаратпа тĕрлĕ кадр тăвакан упăшки, унпа килĕшсе, пуçне сĕлтрĕ.
Паллă ĕнтĕ, ăмăртăва савăнăçлă лару-тăрура уçнă чухне спортсменсем парада тăрса тухаççĕ. Вĕсене Канаш хула администрацийĕн пуçлăхĕ Р.А.Мясников, Чăваш Республикин физкультурăпа спорт тата туризм министрĕн çумĕ А.Н.Яковлев, "Канаш" тата "Канаш ен" хаçатсен тĕп редакторĕ А.И.Владимиров саламларĕç, ăмăртура çĕнтерÿ тума ăнăçу сунчĕç.
Ун хыççăн çуллахи евĕр хĕвеллĕ те ăшă кун хулари тĕп лапама пухăннисене Канашри ача-пăча пултарулăх çуртĕнчи хĕрачасен дуэчĕ тĕрлĕ кăткăс хускануллă ташăпа хавхалантарчĕ, паллах, çакă килĕшÿллĕ ташă номерĕ те спорт уявĕн программине илемлĕх сĕмĕпе пуянлатрĕ.
Ташă çемми шăплансан ăмăртусен судйи А.Н.Александров спортсменсене старта тухас умĕн эстафета регламенчĕпе тепĕр хут паллаштарчĕ. Унтан вăл эстафета программине уçакансене - производство коллективĕсен чупуçисене - хĕрарăмсен командисене - старта тухма йыхравларĕ. Ăмăрту кунĕн пирвайхи çĕнтерÿçи ятне хулари ДЮСШ-1 команди, пĕлтĕрхи пекех, кăçал та çитĕнĕве алăран вĕçертмерĕ. "Фортуна" суту-илÿ центрĕн тата Канашри пассажирсен автотранспорт командисем 2-3 -мĕш вырăнсене йышăнни те çак коллективсемшĕн пысăк ăнăçу.
Производство коллективĕсенчен ăмăртăва тухнă арçынсен командисем хушшинче те эстафета чупăвĕ интереслĕ пулчĕ. Пĕрремĕш тапхăртанах Канаш хула администрацийĕн представителĕсем, сăмах май, вĕсем çак ăмăртусен пĕлтĕрхи çĕнтерÿçисем, тата "Экопласт" общество çăмăл атлечĕсем мала тухассишĕн çивĕч кĕрешÿ пуçарса ячĕç. Çĕнтерÿçĕ вара юлашки тапхăрта паллă пулчĕ. "Экопласт" ООО команди йышĕнче старта тухнă Константин Миронов финиша чи малтан вирхĕнсе çитрĕ. Калас пулать, ачасен хулари спорт шкулĕнче ĕçлекен Константин Демьянович 400 метра чупассипе нумай хутчен республика чемпионĕ ятне тивĕçнĕ. Паллах, унпа тан тупăшма ыттисене йывăр пулчĕ. Виççĕмĕш вырăншăн пынă кĕрешÿре "Канашмежрайгаз" филиалĕн команди пĕлтĕрхи çĕнтерÿçĕсене - Канашри ДСЮШ-1 тренерĕсенчен тăракан командăна хыçа хăварчĕ. Хулари электричество сечĕсен тата Канашри ПАТП командисем те ăмăртура хастар пулчĕç. Энергетиксем "Канаш" тата "Канаш ен" хаçатсен парнисемшĕн кашни çулах тупăшаççĕ пулсан, автомобилистсем вара кăçал ăмăртăва пуçласа хутшăнчĕç.
Шкул ачисен ăмăртăвĕнче хулари 5-мĕш шкулта вĕренекенсем лайăх кăтартусемпе палăрчĕç - 6-7-мĕш тата 8-9-мĕш классен тупăшăвĕсенче вĕсем шанчăклăн çĕнтерме пултарчĕç. Кĕçĕннисен ушкăнĕнче Чакаç шкулĕн команди - иккĕмĕш, хулари 6-мĕш шкул команди виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç. Вăтам ушкăнри çамрăк çăмăл атлетсем хушшинче 6-мĕш шкул ачисем - "кĕмĕл", Хучел тĕп шкулĕнче вĕренекенсем "бронза" медальсене тивĕçрĕç.
Шкул ачисен аслă ушкăнĕнче (10-11-мĕш классем) çĕнтерÿçĕсемпе призерсем хисеп пьедесталĕн картлашки çине пĕлтĕрхи пекех вырнаçса тухрĕç: чакаçсем каллех пĕрремĕш, хулари 6-мĕш шкул команди иккĕмĕш вырăнта, виççĕмĕшĕнче - Энтрияль вăтам шкулĕн ачисем.
Çакна та тулли кăмăлпа палăртса хăварар: шкул ачисен кашни ушкăнĕнче 12-шер команда старта тухрĕ (команда йышĕнче 5 арçын ачапа 5 хĕрача). Ку ĕнтĕ пирĕн эстафета çамрăк спортсменсен чи юратнă ăмăртăвĕсенчен пĕри пулса тăнине яр уççăнах çирĕплетет.
Училищĕсемпе колледжсен ушкăнĕнче (аслă вĕренÿ учрежденийĕсен Канашри филиалĕсенчен кăçал ăмăртăва хутшăнакансем пулмарĕç, ахăртнех, экзаменсене хатĕрленеççĕ пулмалла) педагогика колледжĕн икĕ команди малти икĕ вырăна йышăнчĕç. Пĕлтĕр те çаплах пулнăччĕ. Çакна та ăнланма пулать: физкультура уйрăмĕнче вĕренекенсем ытти заведенисенчи пĕлÿ пухакан тантăшĕсенчен вăйлăрах. Финанспа экономика колледжĕн студенчĕсемпе Канашри 2-мĕш профучилищĕре рабочи специальноçĕсене алла илекенсем 2-3-мĕш вырăнсене йышăнчĕç.
Кăçал ветерансем хушшинче арçынсемпе хĕрарăмсем уйрăммăн ăмăртрĕç - çакă чупуçăсене те, куракансене те килĕшрĕ. Хĕрарăмсен тупăшăвĕнче - налук инспекцийĕн, арçынсен кĕрешĕвĕнче хулари электричество сечĕсен командисем çĕнтерчĕç.
Акă спорт уявĕ вĕçленсе пырать, ăмăртура палăрнисене чыслама вăхăт çитрĕ. Эстафета çĕнтерÿçисемпе призерĕсене район тата хула администрацийĕсен пуçлăхĕсем В.В.Софроновпа Р.А.Мясников, "Единая Россия" партин Канашри уйрăмĕн политканашĕн секретарĕ М.А.Бурлаков, хула администрацийĕн ĕçĕсене йĕркелесе пыракан А.Г.Кавтазеев, депутатсен хулари Пухăвĕн депутачĕ В.М.Жураев, "Советская Чувашия" тата "Канаш" хаçатсен журналисчĕсем "Канаш районĕнчи "Канаш" хаçат редакцийĕ" автономи учрежденийĕн медалĕсемпе, дипломĕсемпе тата парнисемпе чысларĕç. Унсăр пуçне, 10-11-мĕш классен ăмăртăвĕнче мала тухнисене "Советская Чувашия" хаçат редакцийĕн дипломĕсене тата ятарласа хатĕрленĕ карттусĕсене пачĕç.
Чыслав вăхăтĕнче "Советская Чувашия" хаçатăн корреспонденчĕ - Чăваш Енри паллă спорт тишкерÿçи А.А.Егоров Канашра хаçатçăсем йĕркеленĕ эстафета ăмăртăвĕсене пысăк хак пачĕ. "Эсир хăвăр патăрта ăмăртăва çакнашкал çÿллĕ шайра йĕркелеме пултарни мана чăннипех тĕлĕнтерчĕ", - терĕ Александр Афанасьевич.
Майăн 1-мĕшĕнче спортпа пресса уявне çапла килĕшÿллĕ йĕркелесе ирттерме пулăшнăшăн хула администрацийĕн пуçлăхне Р.А.Мясникова, "Канашгаздорсервис" общество гендиректорне А.А.Михайлова, К.Д.Миронов тĕп судья пулса ертсе пынă судьясен коллегине чун-чĕререн тав тăватпăр.
Пирĕн хулапа районта спорта юратакансемпе сывă пурнăç йĕркишĕн тăрăшакансен, çавăн пекех "Канаш ен" тата "Канаш" хаçата алăран ямасăр тимлесе вулакансен йышĕ çулсерен ÿссе пытăр. Хаклă юлташсем, "Канаш ен" тата "Канаш" хаçатсене халех, вăхăта вăраха ямасăр, çырăнса юлма тăрăшăр. Вĕсем сире Канаш хулинче тата районĕнче пулса иртекен тĕрлĕ событипе вăхăтра тата тĕп-тĕрĕс пĕлтерсе тăрĕç.
А.ВЛАДИМИРОВ.