АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Парнесем пама Голландирен килчĕ

06 мая 2011 г.

Канаш тăрăхĕнче чăваш ятне тĕнчери пысăк ăмăртусенче çÿле çĕкленĕ спортсменсем сахал мар. Вĕсенчен пĕри – Тури Юнтапа хĕрĕ Надежда Ильина. Вăрăм дистанцисене чупассипе ирттернĕ ăмăртусен протоколĕсенче унăн ячĕ час-часах малти йĕркесенче çырăннă, çĕнсе илнĕ медальсен, дипломсен пухмачĕ хулăнлансах пынă. Чаплă ентешĕмĕрĕн парнисене çĕнсе илессишĕн районти çăмăл атлетсен кросне ирттересси ырă йăлана кĕчĕ. Кăçал та вăл ака уйăхĕн вĕçĕнче "Урожай" стадионта пулчĕ. Ентешĕсене ăнăçу сунма, Çуркуннепе Ĕç уявĕ ячĕпе саламлама Голландирен Надежда Ильина тата унăн мăшăрĕ Герардус Вайнберг килсе çитнĕ. Надя ăна кĕскен Гер тесе чĕнет.

– Тăван çĕршывран аякра пулнипе-ши, чăвашла çав тери калаçас килет, тăвансемшĕн, тус-юлташсемшĕн тунсăхлатăп. Голландире тĕпленнĕренпе – вунă çул ытла. Канаш тăрăхне килессине пĕлсен манран телейлĕ çын пур-ши çĕр çинче; Çук та пуль! Тăвансен ăшшине кĕрсе ÿксен хама утса мар, вĕçсе çÿренĕн туятăп. Спортпа уйрăлма васкамастăп-ха. Формăна çухатас мар тетĕп. Эрнере пилĕк кун икĕ хутчен чупатăп. Канмалли кунсенче мĕнле те пулин ăмăртăва хутшăнатăп. Çак манăн кун йĕркине çирĕппĕн кĕрсе вырнаçрĕ. Çамрăк ентешĕмсене спортпа туслашма сĕнетĕп. Чир сирĕн пата çывхарма хăраса тăтăр. Сывлăх пулсан пурнăç та ăнса пырĕ, çитĕнÿсем те айăккипе иртмĕç, – терĕ тĕнче чемпионĕ Надежда Ильина Канаш телевиденийĕн корреспондентне И.Константиновăна панă интервьюра.

Ăмăртăва А.Гурьев тĕп судья уçрĕ. Çамрăк кроссменсене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ К.Никоноров, паллă спортсменка Н.Ильина, Шупашкарти олимп резервĕсен училищин преподавателĕ, Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ тренерĕ С.Егоров (вăл Надьăна чупас ăсталăха туптама пулăшнă) ăнăçу, çирĕп сывлăх сунчĕç, çуллахи сезон уçăлнă ятпа саламларĕç.

Вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕ Ю.Алексеев Чăваш Республикин Кубокне çĕнсе илессишĕн шкул ачисем хушшинче иртекен спартакиадăра яллă районсен командисенчен куçса çÿрекен кубока пирĕннисем çĕнсе илнине стадиона пухăннисем патне çитерчĕ. Хаклă трофея вăл вĕрентÿ управленийĕн физкультурăпа спорт енĕпе ĕçлекен методистне В.Федорова пачĕ.

Спортсменсем умне саламлă сăмахсем калама республикăри паллă спорт комментаторĕ Ю.Плотников тухрĕ. Вăл Надеждăпа Канаш тăрăхĕ çеç мар, Чăваш Ен те, Раççей те мухтаннине хăпартланса пĕлтерчĕ.

– Акă, ман сăмахсене унăн мăшăрĕ Вайнберг господин та çирĕплетĕ. Ăна микрофон умне йыхравлатпăр. Чăвашла саламлама ирĕк паратпăр, – шÿтлерĕ Юрий Дементьевич.

Фотоаппарат çакнă голландец çухалса каймарĕ, арăмне ыталаса илчĕ те:

– Питĕ лайăх! – тесе уçăмлăн каларĕ.

Тавралăх ăшă кулăпа тулчĕ. Райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ К.Никоноров Вайнберг господинпа нимĕçле калаçу пуçарчĕ. Вĕсем вăхăт-вăхăт кулса илни калаçу туслă пулнине, пĕр-пĕрне лайăх ăнланнине систерчĕ.

– Надя Ильина Тури Юнтапа, Мăкăр, Чакаç шкулĕсенче вĕреннĕ. Çав ялсенче пурăнакансемшĕн вăл юратнă хĕрĕ, йăмăкĕ, аппăшĕ, тăванĕ евĕрех. Апла пулсан пирĕн Надя нумай пурăнтăр, ан чирлетĕр, спортри çитĕнĕвĕсемпе малашне те савăнтартăр, – терĕ вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕ Ю.Алексеев.

Стройра тăракан ачасем хыттăн алă çупса унăн сăмахĕсен витĕмлĕхне тата та вăйлăрах турĕç. Çакна çирĕплетнĕ пекех Чăваш Республикин Гимнĕ мăнаçлăн янăраса кайрĕ. Вăл вĕçленсен А.Гурьев ăмăрту программипе паллаштарчĕ, кĕçĕн ушкăнри ачасене старта чĕнчĕ.

Старт судйи К.Никонов çулĕсене кура йĕркеленĕ ушкăнсене старта тухма хатĕрлесе тăчĕ. Аслă ушкăнсенчи яшсемпе арçынсем 3 километра, хĕрсем 2 километра, вăтаммисенчисем 2 тата 1 километра, кĕçĕннисенчисем пĕрер километра чупрĕç.

Хăйсен çулĕсен ушкăнĕсенче А.Григорьев (Вăтакас Кипеч шкулĕ), Н.Сутормина (Сиккасси), Н.Руссина (Хучел), А.Семенов (Энтрияль), Е.Архипова (Вăтакас Кипеч), Н.Степановпа И.Белов (Вăтапуç), О.Васильева (Карăклă) çĕнтерчĕç. Е.Ильин (Аслă Мами), А.Николаева, М.Михайлова тата А.Семенова (Энтрияль), Н.Никитин (Уçырма), А.Георгиев (Вăтакас Кипеч), А.Лисин (Шелттем), К.Федотова (Чакаç) финиша иккĕмĕш çитрĕç. В.Андреевăн (Аслă Мами), Д.Яковлеван (Чакаç), К.Иванован (Хучел), М.Димитриевăн (Вăтакас Кипеч), Ю.Васильеван (Вырăскас Пикших), М.Ивановăн (Аслă Мами), А.Кудрявцевăн (Янкăлч), Л.Орынкон (Вырăскас Пикших) кăтартăвĕсем виççĕмĕш. Командăсем хушшинче малти виçĕ вырăна Энтрияль, Чакаç тата Вăтапуç вăтам шкулĕсен тата Хучел, Аслă Мами тата Шелттем тĕп ишкулсен командисем йышăнчĕç.

Спорт ветеранĕсем хушшинче А.Миронова (Шаккăл), Т.Александрова (Вырăскас Пикших) тата В.Павлов (райадминистраци) дистанцисене çĕнтерÿпе вĕç-лерĕç.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика