АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăвашлăха упрама вĕрентетпĕр

06 мая 2011 г.

Май уявĕсем умĕн Сиккассинчи "Хурăн" ача садĕнче чăваш чĕлхи кунĕ иртрĕ. Воспитательсем тĕрлĕ мероприяти хатĕрленĕ: тĕрлĕ ÿсĕмри ачасем, воспитательсем хăйсем те, чăваш поэчĕсен сăввисене вуларĕç, чăваш ташши ташларĕç, вăйăсем вылярĕç, кĕске юмах кăтартрĕç.

Пирĕншĕн, чăваш çыннисемшĕн, тăван чĕлхене, культурăна, несĕлсен йăли-йĕркине упраса хăварасси пысăк пĕлтерĕшлĕ. Паян çамрăксем тăван чăваш чĕлхипе мар, ытларах вырăсла калаçма тăрăшаççĕ, хăйсен ачисене те вырăсла вĕрентеççĕ. Чăваш чĕлхи – çепĕç, çемçе, пуян чĕлхе, çавăнпа та ачасене тăван чĕлхепе калаçма вĕрентмеллех.

Чăваш чĕлхи кунĕ пирĕн халăха çутта кăлараканăн Иван Яковлевич Яковлевăн çуралнă кунĕпе пĕр килнĕ май ун çинчен калаçмасăр иртни вырăнсăр. Ачасемпе пĕрле вăл çырнă кĕске юмахсене вулатпăр. Мария Ивановна Поверная воспитатель пĕчĕккисене Иван Яковлевич çинчен питĕ интереслĕ каласа кăтартрĕ. Ачасене унăн юмахĕсенчи сăнарсене аса илтерчĕ, унта каланă ăса вĕрентекен шухăшсене пĕрле тишкерчĕç.

Чăваш чĕлхи, юрри, ташши калаçма, юрлама, ташлама пĕлсен кăна илемлĕ пулнине ачасем мĕн пĕчĕкрен ăнланса ÿссен вĕсем чăн-чăн чăваш чунĕллĕ çынсем пулĕç.

А.АБАСЬКИНА, воспитатель.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика