06 мая 2011 г.
Ачасене шкул çулĕсенчех "налук" сăмахăн пĕлтерĕшне, унпа çыхăннă ыйтусене ăнлантарас тĕллевпе РФ Налук службин Чăваш Республикинчи районсемпе ĕçлекен 4-мĕш "-лĕ инспекцийĕн ларусем ирттермелли залĕнче "Налук пĕлĕвĕсен олимпиадин" пĕрремĕш тапхăрĕ ĕçлерĕ. Унта шкул ачисем хутшăнчĕç. Çирĕплетнĕ йĕркепе килĕшÿллĕн олимпиада икĕ ÿсĕмпе иртрĕ: 9-10-мĕш тата 11-мĕш классем хушшинче.
Пĕрремĕш тапхăрта ачасем текстри 20 ыйтăва хуравларĕç, кашни тĕрĕс хуравшăн пĕрер балл илчĕç. Налук кроссвордне шутларĕç, тĕрĕс хуравшăн каллех пĕрер балл лартрĕç. Налук темипе çыхăннă виçĕ задача шутларĕç, тĕрĕс шутлавсемшĕн пилĕкшер балл тиврĕ.
Олимпиадăна Канаш хулинчен, Канашпа Тăвай районĕсенчен аслă классенче вĕренекен 85 ача хутшăнчĕ. Ĕçсене пурнăçласа кам балл нумай пухрĕ, çав çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Янкăлч вăтам шкулĕн 9-мĕш класс вĕренекенĕ Андрей Михайлов 39 балл пуçтарса мала тухрĕ. 11-мĕшсем хушшинче Турикас Тушкил (Тăвай районĕ) вăтам шкулĕнче вĕренекен Марина Александрова çĕнтерчĕ. Унăн 32 балл.
С.ИЛЬИНА, 4-мĕш -лĕ налук инспекцийĕн пуçлăхĕн çумĕ.