04 мая 2011 г.
Хăрушă тавăру
Иртнĕ çулхи кăрлач уйăхĕнче Çĕмĕрле районĕнче пурăнакан çамрăк арçын кÿршĕ ялти икĕ çынна леш тĕнчене ăсатнă. Вĕсене вăл хăйне хĕненĕшĕн тавăрас шутпа пурнăçран уйăрнă. Питĕ кÿреннĕ вăл, хăй çине алă хума та шутланă çакскер: корвалол тата темле таблетка хыпнă та диван çине выртнă. Çĕрле вăранса кайнă, тусне чĕнсе илнĕ, хĕвне çĕçĕ чиксе хăйне хĕненĕ арçынсем патне тухса утнă. Йывăç кравать çинче çывăракан çынна вунă хутчен тĕрлĕ çĕртен яшлаттарнă. Лешĕ юн нумай кайнипе вырăн çинчех вилсе кайнă. Унпа пурăнакан хĕрарăмран вĕлерессипе хăратса иккĕмĕш арçын ăçта пурăннине ыйтса пĕлнĕ. Каччă ăна та çĕçĕпе 13 хутчен чикнĕ.
Çамрăк çынна 15 çул та 6 уйăха хупма, вĕлернисен çывăх тăванĕсене мораль енчен сиен кÿнĕшĕн 200 пин тенкĕ шыраса илме йышăну кăларнă.
Стенасем юнпа вараланнă
Упăшкипе арăмĕ, иккĕшĕ те пенсире, ялта пурăнакансене укçа кивçен панине вăтăрти икĕ арçын пит лайăх пĕлнĕ. Вĕсенчен пĕри темиçе кун каярах расписка çырса 5 пин тенкĕ илнĕ пулнă. Çакскер сĕтел хушшинче эрехпе хĕмленсе ларнă чухне тусне ватăсен укçа татах та пулма пултарни çинчен пĕлтернĕ, тĕрĕслесе пăхма сĕннĕ. Кăштахран пенсионерсем пурăнакан çурт патне çитсе тăнă. Чÿрече кантăкне илсе тăрăллă картишне кĕнĕ, пÿрте кĕмелли алăк çекĕлне тăпăлтарнă. Шăв-шава илтсе кил хуçи тухнă. Ăна пуçĕнчен патакпа çапса анратса янă. Вăл картлашка çине йăванса кайнă. Коридора чупса тухнă арăмне те çапса антарнă.
Усал шухăшлă ик арçын комода хирсе уçнă, унта выртакан 200 пин тенке персе чикнĕ те тулалла тухнă. Коридорта выртакан мăшăр йăшăлтатса илнине асăрхасан, алли-урисене хута янă. Хĕнесе пĕтернĕ хыççăн тухса шунă.
Пурнăç паллисĕр выртакан пенсионерсене кивçен илнине пама пынă кÿршĕ асăрханă. Стенасем юнпа вараланнă, комод çĕмрĕк. Хĕрарăм милицие евитленĕ.
Вăрă-хурахсенчен пĕрне 18 çула, теприне 16 çул çура хупма йышăну кăларнă.
Тара тытса вĕлересшĕн пулнă
Çак хĕрарăм унпа виçĕ çул пурăннă. Уйрăлнă хыççăн пĕр-пĕрин хутшăнăвĕ нимĕн чухлĕ те лайăхланман. Хирĕçĕве пĕрле илнĕ хваттере пайлайманни вăйлатсах пынă. Пĕлтĕр çуркунне суд çак хваттерпе усă курма арçынна та ирĕк панă. Суд йышăнăвĕ упăшки пулнă çынна пушшех те курайми туса хунă. Вăл ăна вĕлерме тĕв тунă. Палăртнине пурнăçлама хĕрарăм пĕлĕшне ыйтнă. Çакăншăн пĕр пин евро сĕннĕ, упăшкин сăн ÿкерчĕкне панă, вăл ăçта ĕçленине, пурăннине пĕлтернĕ. Сататкă вырăнне пĕлĕшне кĕсье телефонĕ парнеленĕ, юлнă укçан пайне саккаса пурнăçланă хыççăн пама шантарнă.
Хĕрарăм усал шухăшне пурнăçлайман. Арçын вăл мĕн тума шутлани çинчен упăшки пулнă çынна пĕлтернĕ, лешĕ тÿрех следстви органне кайнă.
Суд тара тытса вĕлерме хатĕрленнĕшĕн хĕрарăма пĕтĕмĕшле режимлă колоние пилĕк çула ямалла тунă.
Кăмăлне тивĕçтернĕшĕн – тăхăр çул
Вун çиччĕри хĕр тантăшĕсемпе уçăлса çÿренĕ каччи патне кайма пуçтарăннă. Шăнкăравласа хăйне авточарăнура кĕтсе илме ыйтнă. Анчах та çамрăк çын палăртнă вырăнта тĕл пулайман. Шырама пуçланă. Килне кайнă – чÿречере çутă çунман, медицина центрĕнче те çук. Ашшĕпе çĕрĕпе хула тăрăх машинăпа çÿрени те кăлăхах пулнă. Ирхине хĕр шăнкăравланă, хăйне мăшкăллани çинчен пĕлтернĕ.
Çур çĕр çитеспе Шупашкар çумĕнчи авточарăнура çирĕм урлă каçнă каччă тротуарпа хĕр пынине асăрханă. Ăна йĕрлесе хыçалтан ярса тытнă, мăйĕ çине шĕвĕр япала хунă, посадка еннелле сĕтĕрсе кайнă. Дача çуртне илсе кĕнĕ, вĕлерессипе хăратса хĕрÿлĕхне лăплантарнă.
Суд ларăвĕнче пусмăрçă каланă тăрăх, хĕр ăна хăй дача çуртне чĕннĕ. Суд айăпне фактсемпе çирĕплетсе ĕнентернĕ. Унăн пурнăçĕн тăхăр çулĕ çирĕп режимлă колонире иртĕ.
В.СНЕЖКОВ хатĕрленĕ.