АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕнеке çÿлĕкĕ чылай пуянланчĕ

04 мая 2011 г.

Нумаях пулмасть республикăра наци кĕнекин регионсем хушшинчи IX фестивалĕ вĕçленчĕ. Унта паянхи пурнăçри кĕнекен вырăнĕ çинчен тимлесе калаçрĕç, кун çути куракан изданисене вулакан патне хăвăртрах çитерес ыйтăва хускатрĕç, çĕнĕ кĕнекесене хакларĕç, авторсемпе тĕл пулусем ирттерчĕç. Çак уява Чăваш кĕнеке издательстви те хутшăнмасăр юлмарĕ.

– Фестиваль программи яланхи пекех анлă пулчĕ, – каласа парать издательствăн тĕп редакторĕ В.Алексеев. – Чи малтанах Пушкăртстанри чăваш библиотекарĕсен семинар-канашлăвĕ пирки каласа хăварасшăн. Унта пирĕн республикăран кайнă пысăк делегаци хутшăнчĕ. Чăваш кĕнеки пирки аякри тăхăмсем мĕн шутлаççĕ, тивĕçтереççĕ-и вĕсене паян пичетленсе тухакан кĕнекесем, вулавăшсен çÿлĕкĕсем çинче кивелнĕ кĕнекесем "пăнтăхса" выртмаççĕ-и; Пушкăртстанра çак ыйтусене тĕпчесе пĕлес тесе социологи тĕпчевĕсем те ирттернĕ. Вĕсенче çакă палăрчĕ: тăван чĕлхене, чăваш кĕнекине унти чăвашсем хисеплеççĕ, вулавăшсенче тĕл пулусемпе уявсем тăван чĕлхепе иртеççĕ. Çÿлĕксем çинче юлашки вăхăтра тухнă кĕнеке чылай, анчах илемлĕ тата ача-пăча литератури ытларах кирлине палăртаççĕ вулакансем. Тухса калаçакансем вара ытларах чăваш халăхĕн историне уçса паракан кĕнекесемпе спектакльсем кирлине палăртрĕç.

Чăваш наци библиотекинче çÿлерех асăннă фестиваль программипе килĕ-шÿллĕн чи лайăх вуланакан кĕнекесене темиçе номинаципе палăртрĕç. Прозопа тухнă кĕнекесем хушшинче Георгий Орловăн "Вутри юрату" романĕ, сăвă кĕнекисенчен Юрий Сементерĕн "Çиçĕм сапаки" сборникĕ мала тухрĕç, ача-пăча кĕнекисенчен Дмитрий Суслинăн "Димка ашшĕне шырать", Лев Кадкинăн "Детство на гору спешит" хайлавĕсем палăрчĕç, Лаврентий Таллеровăн "Савнă Самиле" повеçсен пуххине ял пурнăçне уçса паракан чи лайăх кĕнеке тесе палăртрĕç.

Фестиваль вăхăтĕнче эпир хамăр ĕçе тепĕр хут пăхса тухса хакларăмăр. Иртнĕ çул шăп та лăп 100 кĕнеке тухрĕ, вĕсен пĕтĕм тиражĕ 300 пинрен те иртрĕ. Юлашки вăхăтра вĕсене Минскри, Мускаври, Парижри тата Лондонри Пĕтĕм тĕнчери выставка-ярмăркăсенче кăтартрĕç, лайăх хак пачĕç. Çĕршыв шайĕнче çулсерен ирттерекен конкурссенче те чăваш кĕнекине пысăка хурса хакларĕç: массăллă çыхăну хатĕрĕсен Федераци агентстви ирттерекен "Малая Родина" конкурсра Геннадий Иванов-Орковăн "Терентий Дверенинăн чăваш тĕнчи" кĕнеке-альбомĕ, икĕ томлă "Чуваши: история и культура" тĕпчев дипломсем çĕнсе илчĕç.

Пушкăртстанри тĕл пулусенче те, республикăри районсемпе хуласенче те кăçал тухмалли кĕнекесемпе тăтăш кăсăкланчĕç. Çакна палăртма кăмăллă: кăçал "Чăваш энциклопедийĕн" 4-мĕш томне хатĕрлесе çитеретпĕр. Нумай çула пынă пысăк ĕç çакăнпа вĕçленет. Кунсăр пуçне Анатолий Миттов художник ĕçĕ-хĕлне уçса паракан хитре кĕнеке-альбом тухмалла. Николай Садюков художник "Приумножая коллекцию" кĕнекинче Шупашкарти ÿнер музейĕ епле пуянланса пынине уçса панă. Алексей Олигерăн "Животный мир Чувашии", Елена Еньккан "Повествование о чувашах", Владимир Мошковăн "Музыка Волжско-Камского края" кĕнекисене те вулакансем тахçанах кĕтеççĕ. Кунсăр пуçне "Чăваш чĕлхине ăнлантару словарĕ", Николай Никольский ăсчахăн пурнăçĕпе пултарулăхне халалланă кĕнекесем тухмалла, паллă чăваш ÿнерçисем çинчен хатĕрленĕ очерксен пуххине те калăплама тытăнатпăр. "Тыткăн – тертлĕ вырăн" аса илÿсен пуххи, "Шупашкар аваллăхĕ – археологи палăкĕсенче" ал çырăвĕсем халĕ редакторсен сĕтелĕсем çинче. Открыткăсен пуххисем, хитре альбомсем, тĕн кĕнекисем, учебниксемпе ача-пăча кĕнекисем те пичетлеме палăртнă.

Илемлĕ литературăна илес пулсан, нумаях пулмасть Юхма Мишшин, Сергей Павловăн, Нелли Петровскаян, Юрий Семендерăн, Леонид Агаковăн, Георгий Красновăн, Николай Максимовăн, Ангелина Павловскаян, Улькка Эльменĕн, Юрий Артемьевăн тата ытти çыравçăсен тĕрлĕ жанрпа çырнă кĕнекисем вулакансем патне çитрĕç. Туслăх тенине манăçма хăвармасăр пушкăрт писателĕн Марсель Салимовăн "Эй эсир, йĕкĕтсем!" кулăшла калавсен пуххине кăлартăмăр. Унсăр пуçне эрмен халăх юмахĕсене вулакансем хавасланса кĕтсе илчĕç.

Халăх ăс-хакăлне халăха каялла тавăрса парас тесе те тимлетпĕр. Çулсерен "Халăх пултарулăхĕ" ярăмпа сулăмлă кĕнекесем тухса пыраççĕ. Кăçал чĕрчунсем çинчен калакан юмахсем пичетленсе тухмалла, ку асăннă ярăмри саккăрмĕш кĕнеке пулать. Халăх ăсчахĕ Никифор Наумов этнографи ăнлавĕсене пухса пачĕ, вĕсене ÿкерчĕксемпе илемлетсе словарь туса кăлартăмăр. Иван Дубановăн "Географические названия Чувашской Республики" справочник таврапĕлÿçĕсемшĕн лайăх парне пулчĕ.

Уйрăммăн палăртса хăварас килет: Чăваш Республикин Президенчĕ М.Игнатьев Патшалăх Канашне янă çырăвĕпе килĕшÿллĕн ача-пăча кĕнекисене кăларас ĕçе сарса пыратпăр. Чăвашла анчах мар, чăвашла-вырăсла, чăвашла акăлчанла та тухаççĕ кĕнекесем.

Хамăр инф.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика