04 мая 2011 г.
Уявсем умĕн район администрацийĕнче вак тата вăтам предпринимательлĕх кунĕ пулчĕ. Чăваш Республикин Экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илÿ министерствин пай пуçлăхĕ С.Ефимова, район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов районти предпринимательсемпе тĕл пулчĕç. Владислав Васильевич вак тата вăтам бизнес сферинче вăй хуракансене хăйсен ĕçне ăнăçлă йĕркелесе пырса тухăçлă та тупăшлă ĕçлеме сунчĕ.
– Вак предпринимательлĕхĕн производствăна аталантарма майсем пур халĕ. Республикăри кашни виççĕмĕш çын предпринимательство сферинче вăй хурать. Юлашки вăхăтра çак ĕçе аталантарас текенсене патшалăх тĕрлĕ енлĕ пулăшу кÿрет, – терĕ С.Ефимова.
"Потребительсен рынокне таварсемпе тата пулăшу ĕçĕсемпе тивĕçтерме пулăшакан, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем тăвакан, харпăрлăхçăсен пысăк йышне йĕркелекен пĕлте-рĕшлĕ çул-йĕртен пĕри пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталантарни", – тенĕччĕ республика Президенчĕ Патшалăх Канашне янă пĕр Çырăвĕнче. Çакна тĕпе хурса ĕçлекенсен çитĕнÿ тăваççĕ. Пуçаруллисем, хăюллисем малалла талпăнаççĕ. Вĕсем çынсен пурнăç шайне ÿстерессипе, ĕçсĕррисене ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтерессипе тата вырăнти бюджета пуянлатассипе тĕллевлĕ ĕçлеççĕ. 2010 çулта халăха ĕçпе тивĕçтерессипе çыхăннă программăна пурнăçлама 230,0 тенкĕ уйăрнă пулнă.
Районта вак предпринимательство предприятийĕсем 180, вĕсенче 2166 çын вăй хурать. Районĕпе 880 предпринимателе регистрациленĕ. Шел те, предпринимательствăн халăха тĕрлĕ пулăшупа тивĕçтерекен сфери япăх аталаннă: çулсен хĕрринче сервис объекчĕсем, халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен предприятисем çукпа пĕрех. Район администрацийĕ хăй енчен предпринимательсене пулăшма, вĕсен ыйтăвĕсене тивĕçтерме тăрăшать.
– Предпринимательсем сĕнекен, хускатакан шухăшсене ырлатпăр эпир. Çĕр çинче ĕçлес кăмăллă инвесторсем шыратпăр, – терĕ райадминистраци ертÿçи В.Софронов.
Тĕл пулура ĕç сыхлавĕ, страховани взносĕсем, халăха ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтермелли çинчен те калаçрĕç. Апат-çимĕçпе сутă тăвакансен продукци пахалăхне патшалăх тĕрĕслевçисем тишкерсех тăраççĕ, саккуна пăсакансене явап тыттараççĕ. Роспотребнадзорăн Канашри уйрăмĕн ертÿçи Н.Липатов каланă тăрăх, суту-илÿ учрежденийĕсене тĕрĕслев пуласси çинчен виçĕ кун маларах пĕлтереççĕ. Анчах та тĕрĕслев ирттернĕ чухне управ срокĕ тухнă çимĕç нумай пулни палăрать.
Ялти вак тата вăтам бизнеса аталантарни паян уйрăмах кирлĕ. Ĕç вырăнĕсем уçăлаççĕ, тавара та хулана каймасăрах туянма пулать.
И.ВЛАДИМИРОВА.