АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырра вĕрентекен халал

04 мая 2011 г.

Районăн тĕп библиотекинче Чăваш чĕлхин эрнипе килĕшÿллĕн Шăхасан вăтам шкулĕнче пуçламăш классенче вĕренекенсемпе "Чăваш халăхĕн улăпĕ" темăпа пĕлÿ урокĕ ирттерчĕç. Ачасене чăваш халăхне çутта кăлараканăн пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Уйрăмах вĕсемшĕн И.Я.Яковлев чăваш халăхне парса хăварнă халал çинчен каласа пани интереслĕ пулчĕ. Аслă вĕрентекенĕмĕрĕн ăслă сăмахĕсем туслă пулма, ырра, аслă ăрăва хисеплеме, тăван халăха, чĕлхене, ăшра та, тул енчен те илемлĕ пулма вĕрентеççĕ.

Л.Егорова чăваш чĕлхин историне каласа пачĕ. Вăл И.Я.Яковлев ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштаракан, ăна халалланă сăвăсен, ваттисен сăмахĕсемпе каларăшсен, чăваш тĕпчевçисем çинчен çырса кăтартнă кĕнекесен куравне "Чăваш Прометейĕ" ятпа хатĕрленĕ.

"Тăван чĕлхене юрат" конкурсра ачасем чăваш чĕлхипе çыхăннă ыйтусене хуравларĕç. Чи маттуррисене, тавçăруллисене – вĕсем Д.Смолин, С.Иванов, У.Васильева – грамота тата асăнмалăх парне парса хавхалантарчĕç.

Л.ГЕРАСИМОВА, библиотека заведующийĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика