04 мая 2011 г.
Иртнĕ çулхи октябрь уйăхĕн пĕр кунĕнче Канашра пурăнакан Корочкин Çăлпуç ялĕ çывăхĕнче вырнаçнă "Хĕвеллĕ" коллективлă сада куç хывнă. Ниçта та ĕçлеменскер сутса укçа тума май паракан япаласем курнă. Анчах шутланă ĕçе пĕччен пурнăçлама вăйĕ çитмен. Çавăнпа хăйĕн юлташĕсене Банковпа Дайчука пĕрле чĕннĕ. Хăй мĕн шутлă пулнине вĕсене тĕрĕссине каламан вăл. "Хĕвеллĕ" садра асаттен юхăннă сад пур, çавăн картисене сÿтсе килмелле", – тесе ĕнентернĕ. Килĕшнĕ çамрăксем – юлташа мĕнле пулăшмăн-ха.
Кăнтăрла 11 сехетсенче Дайчукăн ВАЗ-21101 автомашинипе çула тухнă. Вырăна çитсен Корочкин Банковпа Дайчук пулăшнипе штамповка тимĕртен тунă пахча хÿмине ватма пикеннĕ, тимĕр юпасене тăпăлтарса кăларнă. Ку кăна сахал пулнă. Йăрансен хушшисене хурса тухнă тимĕр листисене, тимĕр пăрăх татăкĕсене пĕрле илсе кайнă. Кĕскен, тимĕртен тунă мĕн япала куç тĕлне пулнă, çавна пурне те машин çине тиенĕ.
Çав кун нимĕнле аслашшĕн те мар, пĕлмен-туман хĕрарăмсен дача участокĕсенчен мĕнпур тимĕр япалана ватса çаратса кайнă. 450 килограмм тимĕр турттарса тухнă.
Вăрланă тимĕрсене тимĕр-тăмăр йышăнакан çĕре тÿрех кайса паман Корочкин. Ăна Уçырма çывăхĕнчи вăрмана пушатса хăварнă. Тепĕр кунне çав пурлăха тиесе килме ятарласа кайнă та шăпах районти милици сотрудникĕсен аллине лекнĕ.
Услам илме ĕмĕтленнĕ çыннăн пĕр шанăç та юлман. Унăн, нимĕн те тăваймăн, хăйĕн айăпне йышăнма тивнĕ. (Текстри хушаматсем пурнăçрипе пĕр килмеççĕ).
Л.ТАКМАКОВА, следователь.