04 мая 2011 г.
Тăнăç пурнăçпа пурăнакан хăш-пĕр мăшăр ача çуккипе пăшăрханать, телее пуянлăхра та мар, ачасенче курасшăн тăрăшать. Теприне вара, ача Турă кÿнĕ парне пулнине ăнланманнине, ытлашшипех парать тесен те йăнăш мар. Çапла, пĕрремĕшсем ача сывлăхлă та ăслă-тăнлă çитĕнтĕр тесе тем тума та хатĕр. Иккĕмĕшсем, хăйсем кун çути панă ача ăçта, мĕнле, мĕн тăхăнса, мĕн çисе пурăннине те пĕлмеççĕ.
Акă, тĕслĕхрен, Аслă Мами ялĕнче пурăнакан Агишева (чăн хушамачĕ, паллах, урăхла) тăватă ачана кун çути панă. Анчах вĕсене телейлĕ ачалăх туса парассишĕн нимĕн те туман. Хĕрарăм ниçта та ĕçлемен, ĕçе вырнаçас тесе те тăрăшман, ача укçи илме документсем пуçтарса паман, тăтăшах эрех ĕçнĕ. Ниçтан та укçа-тенкĕ кĕменнипе ачасем час-часах выçă ларнă, вĕсен тăхăнмалли япаласем те пулман. Çавăнпа та хĕллехи сивĕ кунсенче ачасем джинса курткăпа, резина атăпа çÿренĕ. Тăхăнма мĕн пуррине ачасене Агишеван аппăшĕ панă. Çурта хутса ăшăтма вутă çуккипе сивĕ пÿртре пурăннă. Тепĕр чухне çунса кайнă мунчан пĕренисене касса çунтарнă. Ăна ачасем хăйсем каснă. Пÿрт чÿречин кантăкĕсем пулманран вĕсене картон листисемпе хупăрласа хунă. Краватьсем çинче минтер пичĕ, простынь таврашĕ пулман. Ачасене нумай вăхăт мунча кĕрсе тасалманран час-часах кăрчанкă, пыйтă ернĕ. Апла пулин те амăшĕ ачасен сывлăхĕшĕн хыпăнса ÿкмен. Çакăн пек чунсăрлăха пула ачасен пурин те темиçе тĕрлĕ чир аталаннă.
Ачасем вĕри апат сайра хутра кăна çисе курнă. Агишева нимĕнле чăх-чĕп, выльăх-чĕрлĕх тытман, пахчара çĕр улми, пахча çимĕç лартса ÿстермен. Паллах, алă айĕнче апат пĕçерсе çимелли нимĕн те çук пулсассăн ăна мĕнрен хатĕрлĕн-ха, лавккаран туянма укçа кирлĕ. Укçана кам парĕ; Вăл ачасене кĕнеке-тетрадь, шкул тумĕ туянма та кирлĕ. Кусене туянсан ĕçме, пирус илме укçа юлмасть. Ачасене уроксене хатĕрленме пулăшасси асра та пулман. Асра пулма-и-ха; 35 çулти хĕрарăм эрни-эрнипе килне таврăнмасăр пĕр-пĕр юлташĕ патĕнче ĕçсе выртма пултарнă. Электричествăпа усă курнăшăн вăхăтра тÿлеменшĕн те пысăк парăма кĕрсе кайнă. Çутта татса кайнă. Агишева час-часах килĕнче ачисемпе харкашнă, кĕçĕнреххисем çине алă çĕклеме те ÿркенмен. Ачасем шкулта япăх ĕлкĕрсе пынă, сăлтавсăрах уроксене сиктернĕ. Килте пурăнма нимĕнле услови те çуккине шута илсе ачасене Канашри приюта вырнаçтарнă. Аслăрах ÿсĕмри хĕрĕ амăшĕпе вăрçăнса кайсан пĕрер эрне килне таврăнмасăр пурăннă.
Паянхи пурнăçра çын çавăн пек чыссăр, выльăх усракан тепĕр вите те тасарах, пурăнма пултарни ăнланма май çук пулăм.
С.НИКИТИНА, следователь.