04 мая 2011 г.
Хĕрелсе тăракан куç хупанки, куç айĕнчи шыçăсем канăçсăрлантараççĕ. Косметика хатĕрĕсем пулăшмаççĕ. Мĕн тумалла-ши;
Алина К.
Шел те, куç хупанкин çÿхе те черчен ÿчĕ япăх кашни улшăнăва хăвăрт "сисет". Организм канманни, çителĕклĕ çывăрманни тÿрех палăрать – куç хупанки тăртанать, куç айĕнче "михĕсем" пухăнаççĕ. Ытла пăшăрханнипе пит тĕсĕ илемленменни паллă, çавăнпа халăх медицинин меслечĕсемпе ăнăçлă усă курма сĕнетпĕр. Куç хупанки хĕрĕлсен сĕт çимĕçĕсенчен хатĕрленĕ компрессем пулăшаççĕ. Хăяр сĕткенĕпе нÿрлентернĕ мамăка куç хупанки çине хурсан тăртанни те, хĕрелни те иртеççĕ. Çăра чей компресĕ – ывăннă куçа кантармалли меслет. Шултра теркăпа хырнă чĕр çĕр улминчен е вĕтетнĕ пахча кĕпçи (петрушка) çулçинчен хатĕрленĕ маскăсен витĕмĕ те пысăк: тăртаннине, хĕрелнине лайăх ирттереççĕ, куç айĕнчи "михĕсене" пĕчĕклетеççĕ.