04 мая 2011 г.
Çут çанталăк... Пуриншĕн те илемлĕ те ырă вăл. Ăна курса çын савăнать, унпа пĕрле чĕрĕлет, вăй-хал пухса ĕçе тытăнать.
Çулталăк хушшинче çут çанталăк тăватă хутчен улшăнать, тăватă тĕрлĕ тум тăхăнать. Кашни вăхăчĕ хăйне май хитре, пуян, ырă, пархатарлă. Анчах та хăш чухне эпир çут çанталăк пирĕншĕн епле ырă пулнине манатпăр. Ăна пĕр хĕрхенмесĕр "макăртатпăр". Йывăçсене шеллемесĕр гектарĕ-гектарĕпе касатпăр. Çын айăпĕпех çулсерен пин-пин гектар вăрман çунать. Çак сăлтава пула тĕрлĕрен чĕр чун тата кайăк-кĕшĕк пĕтет. Пирĕн чăваш вăрманĕсенче те чĕр чунсен йышĕ сахалланса пырать.
Пĕвесем те юшкăнпа тулнă. Çурхи шывпа тата çумăрпа çырмасемпе юхан шывсене мĕн чухлĕ тасамар каяш лекет. Урамсем хушшинче тата çулсем хĕррипе мĕн чухлĕ çÿп-çап выртмасть пулĕ тата.
Çут çанталăк çыншăн мар, çын çут çанталăкшăн пулмалла. Пуласлăха хамăр алăпа пĕтерме парас марччĕ. Çут çанталăкăн илемĕпе пирĕн киленме пĕлмелле, ăна упрамалла. Çут çанталăка упрас тĕллевпе эпир те шкулта тĕрлĕ ĕç туса ирттеретпĕр: йывăç-хунав лартатпăр, урам хушшисене, çул айккисене çÿп-çапран тасатма тухатпăр. Класс ертÿçисем уявсемпе мероприятисем туса ирттереççĕ.
Шкулта çулсеренх йăлана кĕнĕ Çĕр уявне уявлатпăр. Ăна пирĕн çĕршывра 1998 çулта ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче паллă тума йышăннă. Уява тĕплĕн хатĕрленетпĕр: стена хаçачĕсен, ÿкерчĕксен, экологи агитбригадисен конкурсĕсене йĕркелетпĕр.
Кăçал та ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче уроксем хыççăн ачасем уява пуçтарăнчĕç. Унта 4,5,6,7-мĕш классен экологи агитбригадисем хутшăнчĕç. Вĕсем çут çанталăка упрама, çĕре юратма тата сыхлама чĕнсе каларĕç. Куракансене 5-мĕш классем хатĕрленĕ экологи юмахĕ уйрăмах кăмăла кайрĕ. "Çĕр" сăнарне 7-мĕш класра вĕренекен А.Михайлова ăста вылярĕ. Ачасем Çĕре çуралнă кун ячĕпе саламларĕç. Уяв çак сăвă йĕркисемпе вĕçленчĕ:
Тăван çĕре упра, юрат,
Тăван çĕре чысла.
Вара сан пурăнма юрать,
Ĕçле, ташла, юрла!
А.ДОЛГОВА, Чакаç шкулĕ.