АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чĕрĕк ĕмĕр иртрĕ

04 мая 2011 г.

Кашни çулах апрелĕн 26-мĕшĕнче Чернобыльти атом электростанцийĕнчи аварире пуç хунисене асăнаççĕ. Кăçал çак инкек пулнăранпа 25 çул çитрĕ. Район тата Канаш хулин администрацийĕсем йĕркеленипе Чернобыльти аварисене пĕтерме хутшăннă çынсем радиацие пула пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнисен вил тăприйĕсем çинче пулса унта чĕрĕ чечексем хучĕç, асăнса çуртасем çутрĕç. Ун хыççăн Канашри Никольски чиркĕвĕнче асăну панихидине хутшăнчĕç.

Канаш хулинчи халăха социаллă хÿтлĕх паракан центрта мероприяти малалла тăсăлчĕ. Хăнасем сусăр ачасем валли уçнă тренажер залĕнче пулса курчĕç, центр ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç. Чернобыльти аварие хутшăннисен умĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, хула администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Г.Михайлов, районти тата хулари социаллă хÿтлĕх пайĕсен пуçлăхĕсем В.Михайловăпа Н.Маркелова сăмах каларĕç.

Районти социаллă хÿтлĕх пайĕнче асăннă аварие хутшăннă 13 çын учетра тăрать, вĕсенчен иккĕшĕ аварие пĕтернĕ чухне радиаци илнипе инвалид пулса юлнă. В.Михайлова сывлăх япăххипе мероприятие килейменнисем патне килĕсене пырса вĕсене вăрăм кун-çул, çирĕп сывлăх сунчĕ, вĕсене апат-çимĕç наборĕ пачĕ.

И.МИРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика