АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вар-хырăм ĕçне йĕркелеме

29 апреля 2011 г.

Нумаях пулмасть ывăлăм сиплевпе кану центрĕнчен таврăнчĕ. Кăштах вăхăт иртсен апат ирĕлесси япăхланнине сисрĕм: ăна вар хытни тертлентерме пуçларĕ. Темĕнле эмел те ĕçтерсе пăхрăм, анчах лару-тăру улшăнмасть...

Людмила К.

Апат ирĕлесси япăхланни чи малтанах пыршăлăх дисбактериозĕпе сăлтавланма пултарать. Организм хăнăхман апатланăва е шыва, çанталăк сасартăк улшăннине пула пыршăлăхри бактерисен шайлашăвĕ йĕркерен тухать. Ывăлăрпа пĕрле тухтăр патне кайăр, анализсем парăр. Енчен те дисбактериоз пулни çирĕпленсен пыршăлăх микрофлорине вăй илмешкĕн ачана ятарлă эмелсем ĕçтермелле, усăллă бактерисемпе пуян эмел пуххи ырă витĕм кÿрĕ. Çавăн пекех вăл микрофлорăн ĕç-хĕлне тĕрĕс йĕркелеме пулăшĕ. Сиплев тухăçлăхĕ унăн тăсăмĕнчен, препарат пахалăхĕнчен килет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика