29 апреля 2011 г.
Ĕç уйрăмлăхне кура çÿллĕ кĕлĕллĕ пушмакпа тăтăшах çÿреме тивет. Юлашки вăхăтра кун вĕçĕ тĕлне ура вăйлă тăртаннине асăрхатăп, ура тупанĕн шал енчи шăмми те хытă ыратать. Тен, ку чир паллисем;
Светлана Г.
Вулакан асăннă паллăсем ура урлă лапаланнипе (поперечное плоскостопие) çыхăнма пултараççĕ. Пушмак çÿллĕ кĕлĕллине пула пысăк шăмă пысăкланать те ыратать, пÿрнесем те хĕсĕнеççĕ. Паллах, ортопед тухтăрпа канашласан лайăхрах. Хальхи медицина лапа уран пĕрремĕш паллисене вăхăтра асăрхаса тÿрлетме май парать. Çавăн пекех ура тупанĕн калăпăшĕ улшăнассинчен те, курпун тухассинчен те сыхланма пулать. Çак тĕллевпе тухтăрсем ортопеди "стелькисемпе" усă курма сĕнеççĕ.
Ортопеди центрĕ те пулăшу пама тивĕç. Унта сире сиплĕ гимнастикăпа паллаштарĕç. Вĕрентнĕ хусканусем юн çаврăнăшне лайăхлатма, ура тупанне çирĕплетме пулăшаççĕ, ывăннă ура мышцисене лăплантараççĕ. Çывăрма выртиччен урана кантарăр: эфир çăвĕсем, эмел курăкĕсем е тутлă шăршăллă çусем хушнă ванна кĕрĕр.