АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ирĕкрен хăтарнипе танах

29 апреля 2011 г.

РФ Уголовнăй пурнăçлав службин Чăваш Енри Управленийĕн 12-мĕш инспекцийĕ Канаш хулипе районĕнче пурăнакан суд йышăнăвĕпе ирĕклĕхе чакарнă çынсене асăрхаса тăрать. Ирĕклĕхе чакарни – Раççейри наказанин çĕнĕ тĕсĕ, ирĕкрен хăтарнипе танах. Айăпланнă çыннăн палăртнă вăхăтра килтен (хваттертен) тухса кайма, уйрăм вырăнсене (каçхи клубсене, эрех-сăрапа сутă тăвакан вырăнсене) кайма, хăй пурăнакан район-хула территорийĕнчен тухма юрамасть.

Март уйăхĕн вĕçĕ тĕлне пирĕн районти уголовнăй пурнăçлав инспекцийĕнче (УПИ) 77 çынна учета илнĕ. Вĕсенчен 60-шĕ условно майпа айăпланнисем, виççĕшне ĕçлесе юсанмалла, çиччĕшĕн обязательнăй йĕркепе ĕçлемелле, виççĕшĕн ирĕкне чакарнă, тăватă хĕрарăмăн айăплав срокне каярах вăхăта куçарнă. УПИ сотрудникĕсем учетра тăракансене асăрхаса тăраççĕ, вĕсем пурăнакан вырăна тухса тĕрĕслевсем, профилактика ĕçĕсем ирттереççĕ.

Условно майпа айăпланакан çын палăртнă срокра йĕркене пăсрĕ пулсан пĕрремĕш хутĕнче асăрхаттаратпăр. Иккĕмĕш хутĕнче официаллă йĕркепе асăрхаттаратпăр. Енчен те виççĕмĕш хут йĕркене пăсрĕ тĕк унăн ирĕксĕрех тĕрмене ларма тивет. Çулталăк пуçланнăранпа инспекцие çÿременшĕн, наказани йĕркине пăхăнманшăн условно майпа айăпланнă 14 çыннăн наказани срокне тăсма, виççĕшне ирĕкрен хăтарма тиврĕ.

Пирĕн инспекцие шалти служба подполковникĕ С.Горячкин ертсе пырать. Начальник çумĕ С.Матвеев, В.Никитин аслă инспектор, В.Мурдаков инспектор айăпланнисене ĕçпе тивĕçтерес тĕллевпе ял тăрăхĕсен, районти организацисемпе предприятисен организацийĕсемпе тачă çыхăнура ĕçлеççĕ.

В.МУРДАКОВ, инспектор.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика