АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрмансене вут-кăвартан сыхлар

29 апреля 2011 г.

Пĕлтĕр типĕ тата шăрăх çанталăка пула лесничествăра тăрăшакансен çунакан курăка тата хыпса илнĕ вăрмансене сÿнтерме 50 ытла хутчен тухса кĕме тиврĕ. Кăçал юр нумай çунипе çĕр тарăн шăнмарĕ, çавна май кĕçех ешĕл курăк шăтса тухас шанчăк пур. Курăк çĕр çумĕнчен çĕкленсен вут-кăвар сарăлас хăрушлăх пĕчĕкленет. Анчах та вăрман çывăхĕнчи ял хуçалăх çĕрĕсем çинче иртнĕ çулхи типĕ курăк выртни пире питех те пăшăрхантарать. Мĕншĕн тесен иртнĕ çулта пирĕн тăрăхри вăрмансем шăпах çав лаптăксене çунтарнипе хыпа-хыпа илчĕç.

Вăрман хуçалăхĕнче тăрăшакансем пушар хăрушсăрлăх тапхăрне кĕтсе илме тĕплĕн хатĕрленеççĕ. Участоксенчи кашни лесничествăрах вут-кăвара хирĕç кĕрешмелли инвентарьсен пункчĕсене хатĕрленĕ. Çавăн пекех çурăм хыçне çакса вăрманти пушара сÿнтермелли 20 хушма хатĕр туяннă. Вăрманçăсем кĕçех аншлагсене йĕркене кĕртсе çитерĕç, кану вырăнĕсене тирпей-илем кÿрĕç, минерализаци полосисене çĕнĕтсе тухĕç (вĕсен тăршшĕ 50 км танлашать).

Май уявĕсем те çывхарса çитрĕç, чылайăшĕ канăва çут çанталăкра ирттерме кăмăллать. Пурте, паллах, кăвайт хурĕç, шашлăк пĕçерĕç. Анчах пушар хăрушсăрлăх йĕркисем çинчен те манмалла мар, кăвайт тавралла (0,5 м) çунма пултаракан япаласене илсе хурăр. Çывăхра савăтпа шыв лартăр, вут-кăвара çапса сÿнтерме туратсем хатĕрлесе хурăр. Çĕр çумне усăнса тăракан йывăç турачĕсем айĕнче, çамрăк хыр-чăрăш çумĕнче кăвайт ан хурăр. Хăвăр хыççăн уçланкăна тасатса хăварма тата кăвайта сÿнтерме ан манăр.

Çут çанталăкра вут-кăварпа асăрхануллă пулни вăрмансене упраса хăварма май парĕ.

И.ФЕДОРОВ, вăрмансене çĕнетес енĕпе ĕçлекен инженер.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика