29 апреля 2011 г.
Раççей оперативникĕсем ют çĕршывсенчен кÿрсе килекен суя аш-какай çулне хупса хунă. Юлашки 6 çулта Раççее 10 миллиард тенкĕлĕх вăрттăн майпа шăнтнă аш турттарнă. Вăл шутра иртнĕ ĕмĕрти 70-мĕш çулсенче шăнтнă "экспонатсем" те тĕл пулнă.
Раççейри шалти ĕçсен министерствин экономика хăрушсăрлăхĕн департаменчĕ преступниксен ушкăнĕ 2005 çултанпа ĕçленине палăртнă.
– Тĕп хулари пĕр фирма ертÿçипе сотрудникĕсем тавара хамăр çĕршыва илсе килессине йĕркеленĕ, – пĕлтерет асăннă департаментăн пресс-служба ертÿçи Андрей Пилипчук. – Вĕсем 10 миллиард тенкĕлĕх аш вырнаçтарнă.
Шанчăклă мар ашăн ытларах пайĕ Бразилипе Аргентинăран килнĕ. Çавăн пекех Китайран та. Тавара тинĕс урлă Санкт-Петербург таран çитернĕ. Портсенче тĕрĕсленĕ чухне "пахалăхсăр какай" тесе çыртарнă. Таможня çыннисене аша удобрени тунă çĕре ямалли тата килти йыт-кушака çитермелли апат тесе ĕнентернĕ. Таварăн пысăк пайĕ çиме юрăхсăр шутланнă, уйрăм курупкасенче вара 40 çул каялла шăнтса хунă аш-какай та пулнă.
Аша портран пысăк фургонсене тиесе Мускаври, Мускав çывăхĕнчи, Воронежпа Калуга облаçĕсенчи заводсене ăсатнă. Унта тавара хими шĕвекĕсемпе "чĕрĕ" сăн кĕртнĕ, çĕнĕ бирка çыпăçтарса, суя сертификатсем парса вырăнти пасарсемпе супермаркетсене янă.
Çак таса мар ĕçе тăрă шыв çине кăларма 300 полицейские явăçтарнă.
Паянхи кун Кăнтăр Америка аш туса илессипе чи пысăккисенчен пĕри шутланать. Контрабандитсем темиçе çул каялла шăнтса хунă аш турттарнипе пĕрре кăна мар çакланнă. 2010 çулхи январьте оперативниксем Раççее 1974-мĕш çулта шăнтса хунă аша (22 тонна) кÿрсе килнĕ преступниксене тытса чарнă. Çав аш Латин Америка çĕршывĕсенче стратеги саппасĕ пек выртнă.
Специалистсем каланă тăрăх аша морозильникра 6-8 уйăхран ытла упрамаççĕ. Тата ытларах тытсан ăна сутлăх сентри çине хураймастăн: ирĕлтернĕ хыççăн вăл тĕссĕрленет, сăрă тĕслĕ курăнать, кушăрхаса хытнă пек пулать. Ăна кăлпасси тунă çĕре те илмеççĕ, консервланă çĕре кайсан кăна.
Пĕчĕкрен хăнăхса ÿсчĕр
Ача аслисене пăхса пурнăçа вĕренсе пырать, мĕн пĕчĕкрен ашшĕ-амăшĕн ĕçĕ-хĕлĕпе интересленет. Çавăнпа эпир, Пайкилтри ача садĕнче тăрăшакансем, чăваш халăхĕн йăли-йĕркисене тытса пырассишĕн чунпа çунатпăр, хамăр халăхăн кашни уявне ирттерме тăрăшатпăр.
Халĕ, сăмахран, Мăнкун эрни пырать. Кашни ушкăнрах воспитательсем ачасене "Мăнкун" уявĕпе тĕплĕн паллаштарчĕç. Ачасемпе тĕрлĕ вăйă вылярĕç, çăмартасене сăрласа илемлетрĕç. Кайран пĕр-пĕрин хушшинче паттăр шырарĕç. Пĕчĕкскерсем юрăсем те юрларĕç, сăвăсем те каласа савăнтарчĕç.
Л.СТЕПАНОВА, ача сачĕн заведующийĕ.