29 апреля 2011 г.
Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ, ют çĕршыв ĕçĕсен комитечĕн председателĕ, "Единая Россия" партин Тĕп Канашĕн президиумĕн секретарĕн çумĕ К.Косачев Канаша ирхи пуйăспа çитрĕ. Район тата хула администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе В.Софроновпа тата А.Мясниковпа районпа хула социаллă пурнăçпа экономика енчен мĕнле аталанса пыни çинчен калаçса илнĕ хыççăн ĕçлĕ çул çÿреве тухрĕ. Пĕрремĕш чарăну Шăхасан вăтам шкулĕнче пулчĕ. Иосиф Константиновича тата унăн пулăшуçине С.Василевскине, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутатне А.Разумова, райадминистраци пуçлăхне В.Софронова, "Канашсем" ентешлĕх ертÿçине А.Кипече, Вăрнарти аш-какай комбиначĕн генеральнăй директорне, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ патшалăх премийĕн лауреатне Ю.Попова шкул директорĕ В.Федоров, наци тумне тăхăннă каччăпа хĕр чăвашсен ырă йăлипе ăшă сăмахсемпе, çăкăр-тăварпа, чăваш сăрипе кĕтсе илчĕç.
В.Федоров хаклă хăнана тата унпа пĕрле килнисене шкулпа паллаштарчĕ. Константин Иосифович спорт залĕнче физкультура урокĕнче пулчĕ. Ăна С.Павлов ирттеретчĕ. Вăл кĕскен воспитанникĕсен спортри çитĕнĕвĕсемпе паллаштарчĕ. Тăван ен культурине вĕрентекен Г.Ефимова урокĕнче депутат Чăваш патшалăхĕ мĕнле пуçланса кайни çинчен пĕлчĕ. Л.Григорьева технолог ирттерекен занятире чăваш тĕррисене пăхса савăнчĕ. 3-мĕш класра вĕренекен Н.Васильева К.Косачева хăй тĕрленĕ ал тутрине парнелерĕ. Константин Иосифович çак парнене Мускаври ĕç пÿлĕмĕнче упрама Наташăран ирĕк ыйтрĕ. Хĕр пĕрчи йăл кулса ячĕ те унпа килĕшни çинчен пĕлтерсе пуçне сĕлтрĕ. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Л.Тарасован вĕренекенĕсем хăнасене "Эп чăваш ачи" сăвăпа кĕтсе илчĕç. Людмила Васильевна ачасемпе пĕрле паттăр ентешĕмĕрĕн А.Г.Николаев летчик-космонавтăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне тишкерни çинчен пĕлтерчĕ. 10-мĕш класра физика урокĕ пыратчĕ. Доска умĕнче – Костя Николаев. Вăл электрошăнăçулăхсемпе конденсаторсем çинчен ăнлантарать. В.Никитин вĕрентекен панă хушма ыйтусене тĕрĕс те ăнланмалла хуравларĕ. Мускавран килнĕ хăна маттур та ăслă яша киле панă ĕçе лайăх хатĕрленсе килнĕшĕн, ансат чĕлхепе ăнлантарса панăшăн алă парса тав турĕ.
К.Косачев ачасене вĕренÿре ăнăçусем тума ырлăх-сывлăх сунчĕ, спортпа туслашма сĕнчĕ.
– Сирĕнтен кашниннех юратнă предмет пур. Апла пулин те шкулта мĕн вĕрентни пурнăçра пĕтĕмпех кирлĕ. Эсир хăтлă та илемлĕ шкулта ăс пухатăр, сире пултаруллă педагогсем пĕлÿ параççĕ. Çуралнă пĕчĕк çĕршывăр чи юратнă пысăк çĕршыв пулса тăтăр. Вĕренсе тухса хăвăра килĕшекен профессие алла илсе тăван Чăваш Ене тата та илемлĕрех тăвăр, унăн пуянлăхне ÿстерсех пырăр. Специалистсем пулса тăрсан тăван тăрăхах килме тăрăшăр. Эсир унта питĕ кирлĕ, эсир – аçăр-аннĕр шанчăкĕ, пирĕн пуласлăх. Сире пурсăра та Чăваш чĕлхи кунĕ, Мункун ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп. Кĕçех Раççей парламентаризмне йĕркеленĕренпе 105 çул çитет. Çак ятпа та манăн салама йышăнсамăр, – терĕ Константин Иосифович.
Ачасем хăна шкулта вĕреннĕ чухне хăш предмета юратнипе, вĕренÿре мĕнле ĕлкĕрсе пынипе интересленчĕç. Унăн дневникне "пиллĕксем" илемлетнĕ иккен, пур предмета та юратнă, пуринчен те ытларах – историне, вырăс чĕлхипе литературине, акăлчан чĕлхине, физикăна.
Музыка учителĕ Л.Чернова хăнасен кăмăлне çĕклесе ячĕ. Вăл ертсе пынипе 4-мĕш класра вĕренекенсем актовăй залăн сцени çинче халăхра анлă сарăлнă "Детство" юрра шăрантарчĕç. Чăтса тăраймарĕ Патшалăх Думин депутачĕ, ачалăхне аса илсе çамрăк юрăçсемпе пĕрле çак юрра вĕçне çитичченех юрларĕ. Любовь Сергеевна ачасем "Сывлăх сунатпăр!" тенине баян сассипе пĕрлештерсен зал ăшă кулăпа йăлтăр ялкăшрĕ. К.Косачев çамрăк юрăçсемпе ăшшăн сыв пуллашнă хыççăн вĕрентекенсен коллективĕпе калаçу пуçарчĕ.
– Чăваш Ене эпĕ 2002 çулта килнине ас тăватăп. Кивĕ шкул çурчĕсем чылайччĕ, вĕрентÿ хатĕрĕсен енĕпе те чухăнччĕ вĕсем. Хăш-пĕр шкулта географи урокне совет тапхăрĕнчи карттăсемпе ирттеретчĕç. Халĕ вара пачах урăхла. Акă, сăмахран, сирĕн шкулах илер-ха. Кун пек шкулта начар вĕрентме, япăх вĕренме намăс. Килĕшетĕп, ĕç укçи пĕчĕкки вĕренÿ пахалăхне ÿстерес туртăма хавшатать. Сирĕн президентпа, Михаил Игнатьевпа, хут çине авторучкăпа çырса кăçалхи сентябрьтен учительсен шалăвĕ мĕн чухлĕ ÿсме пултарнине шутласа кăлартăмăр. Вăтăр процентран кая мар. Тата çакна та каламалла: вăтам шкултан вĕренсе тухнисенчен нумайăшĕ пĕлĕвне аслă вĕренÿ заведенийĕнче ÿстерет. Шел пулин те, вĕсенчен питĕ пĕчĕк пайĕ çеç, 2 процент чухлĕ, диплом илсе каялла таврăнать. Пысăк хуласене, укçа лайăх тÿленĕ çĕрелле, сăмахран, Мускава, Санкт-Петербурга выртать нумайăшĕн çулĕ. Апла пулсан вĕсем валли ĕç вырăнĕсем кирлĕ. Ĕçшĕн паракан укçи лайăх пултăр, çемьене ытлă-çитлĕ пурăнма çитсе пытăр, – терĕ депутат.
Итлесе ларакансем учитель профессийĕн сумлăхĕ тĕксĕмленсе, çак професси "хĕрарăмланса" пыни пăшăрхантарни çинчен пĕл-терчĕç. Арçынсем вĕрентÿ ĕçĕнчен писнин сăлтавĕ пуриншĕн те паллă ĕнтĕ, вăл – ĕç укçи çемьене тытса тăма çитменни. Татса памалли ыйтусем, шел пулин те, сахалланса мар, хушăнсах пыраççĕ. Сывлăх сыхлавĕнчи ансăр специальноçпе ĕçлекенсен ĕç укçийĕ пĕчĕк, культура сферинче тăрăшакансене те укçа çитсе пыманни йывăрлăхсем кăларса тăратать. Ку енĕпе правительство ĕçлет, майĕпен пĕтĕмпех йĕркене кĕрсе пырĕ.Тата ытти ыйтусене хуравларĕ К.Косачев.
Малалла çул Çеçпĕл ялне выртрĕ. Хăнасем кунта кăвар чĕреллĕ поэтăмăрăн музейĕнче пулчĕç. Вĕсен йышне Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕн çумĕ Г.Васильев хушăнчĕ. И.Егорова экскурсовод хăпартланса Çеçпĕл Мишшин кун-çулĕпе тата пултарулăхĕпе паллаштарчĕ. К.Косачев чăвашсен çакăн пек аслă поэт пурри, унăн ĕçне тăсакансем нумайланни чунне савăнтарнине палăртрĕ. Вăл Ирина Геннадьевнăна интереслĕ калаçушăн тав туса асăнмалăх "Чăваш тумĕ аваллăхран паянлăха" кĕнеке парнелерĕ.
– Украин писателĕ Юрий Збанацкий çырнă "Çеçпĕл" романĕ тăрăх Александр Довженко ячĕллĕ киностудире ÿкернĕ фильма республикăри библиотекăсенче ĕçлекенсем, чăваш чĕлхипе литературине вĕ-рентекенсем хăйсем патĕнче курас кăмăллă, Çеçпĕл Мишшин пултарулăхне вĕрентнĕ чухне ачасене кăтартма питĕ кирлĕ тенине тăтăшах илтме пулать. "Ăна тупма çук-ши;" – тесе пирĕн пата килсе каяççĕ. Республика кун-çулĕнчи пысăк пĕлтерĕшлĕ фильма нумайлатма пулмасть-ши; – ыйтрĕ музей директорĕ И.Егорова.
Константин Иосифович çак ыйтăва кирлĕ çĕрте, кирлĕ вăхăтра хускатма, пулăшма сăмах пачĕ.
Культура çуртĕнче делегацие вырăнти "Шĕкĕр" фольклор ушкăнĕ "Ырă кун сана, тăван" юрăпа кĕтсе илчĕ.Хаваслă юрă хăнасен кăмăлне çĕклесе ячĕ. Куçĕсем хаваслăхпа хĕмленчĕç, урисем хăйсемех кĕвĕ майăн хускалма тытăнчĕç, аллисем çуппа яра пачĕç. Курав залĕ тĕрлĕ тĕслĕ чечексемлĕ улăха аса илтерчĕ. Пĕринчен тепри илемлĕ тумланнă. Уйрăмах чăвашсен наци тумне тăхăннă хĕрсемпе яшсем чуна илĕртрĕç. Вĕсем Чăваш чĕлхин кунне халалланă "Чунра, юнра – тăван чĕлхе" уява килнĕ. Малти рете вырнаçнă хаклă хăнасене тутлă шăршăллă кăпăшка çăкăрпа, чăваш сăрипе сăйларĕç. "Çак çăкăр ăшши сирĕн чĕрĕрсене куçтăр, Тăван çĕршывшăн тăрăшса ĕç-леме улăпла вăй-хăват патăр! Çапла пултăр!", - терĕç хитре тумлă каччăпа хĕр. "Ан тив, чăвашăн çук тем тĕрлĕ çимĕç: банан та персик, иçĕм, ананас... Ун вырăнне эпир таса чунпа сăйлатпăр, "Тавсси", тесе çĕклетпĕр алтăра", – сăвăларĕ арçын ача.
Сцена çине Вăтакас Татмăш вăтам шкулĕнче вĕренекенсен "Укăлча" ансамблĕ тухрĕ. Унăн ертÿçи В.Димитриев купăсне тăсса ярсан зал хаваслă юрă-кĕвĕпе тулчĕ. Л.Орынкопа Р.Андреевăна хитре юрăшăн куракансемпе пĕрле хăнасем те хыттăн алă çупса тав турĕç.
Патшалăх Думин депутачĕ К.Косачев чăваш халăхĕ хăнасене йышăнма тарават, унăн культури ыттисемшĕн евĕрлев пулнине палăртрĕ, çутă уявпа – Мункунпа, Чăваш чĕлхин кунĕпе тата Раççей парламенчĕ çуралнăранпа 105 çул çитнипе саламларĕ. Унăн саламĕ çумне Вăрнарти аш-какай комбиначĕн генеральнăй директорĕ Ю.Попов, "Канашсем" ентешлĕх ертÿçи А.Кипеч çыравçă хушăнчĕç. Анатолий Ильич тăван чĕлхене халалланă, çамрăксене Çеçпĕл Мишши каланă евĕр хастарлă, хыт утăмлă пулма чĕнсе каласа çырнă сăввине вуласа пачĕ. Хăнасем шкулсенчи пултарулăх коллективĕсен тата районти культура çурчĕн фольклор ушкăнĕн концертне пăхса савăнчĕç.
Нумаях пулмасть "Канашский" ăратлă чăх-чĕп ĕрчетекен завод" акционерсен уçă пĕрлĕхĕн коллективне К.Берберг ертсе пыма пуçларĕ. К.Косачев çĕнĕ пуçлăхпа тĕл пулса предприятин ĕçĕ-хĕлĕпе, унти ĕç условийĕсемпе, малашлăх плансемпе, производствăпа çыхăннă çивĕч ыйтусене мĕнле татса панипе интересленчĕ. Хур тата чăх чĕпписем ÿстерекен витесене, урăхлатса çĕнетекен объекта çитсе курчĕç. Хăнасем предприятин продукчĕсене курас шутлă пулнине пĕлсен, Константин Виляевич вĕсене хĕрлĕ кĕтесе илсе кайрĕ. Кунта вăл çăмарта саррине стакана ярса кăтартрĕ.
– Экологи енчен тап-таса продукт. Саккас парсан Думăна та ăсатма пултаратпăр, – шÿтлерĕ вăл.
– Эпĕ хирĕç мар, – унпа килĕшрĕ Константин Иосифович.
– Çу кунĕсем çывхарсан, пахчара тĕрлĕ çимĕç ÿссе çитсен пирĕн продукта туянакансен хисепĕ палăрмаллах чакать. Çакна шута илсе çăмарта саррин порошокне хатĕрлеме пуçлатпăр. Вăл аван сутăнать, – малалла калаçрĕ директор.
Канашри 22-мĕш номерлĕ професси училищи – нефть кăларакансем тата автомобиль транспорчĕ валли специалистсем хатĕрлекен вĕрентÿ учрежденийĕсенчен чи лайăххисенчен пĕри. Професси карьерин никĕсне шăпах кунта хываççĕ. Çакна валли училищĕре пур услови те пур: ку чухнехи техника тата технологи бази, ăста педагогсем, туслă атмосфера, вĕрентĕвĕн тата воспитани парассин хăтлă лару-тăрăвĕ. Хăнасене вĕрентÿпе производство мастерскойĕсемпе, унти ĕçсемпе училище директорĕ И.Низамутдинов паллаштарчĕ. Общежитири лару-тăрупа та, унта пурăнакансен условийĕсемпе те кăсăкланчĕç хăйне евĕрлĕ экскурсие килнисем.
К.Косачев актовăй залра училищĕре вĕренекенсемпе тата преподавательсемпе тĕл пулчĕ.
– Сирĕн пата килни яшлăха аса илтерчĕ. Çавăн чухне ĕнтĕ эпĕ слесаре вĕренсе тухрăм, çак специальноçпа ĕçлесе производствăна хăнăхрăм, пĕрре-мĕш ĕç укçи илтĕм. Шăпах çак професси мана пурнăçа йĕркелесе яма путевка пачĕ, – терĕ Константин Иосифович "Раççей парламентаризмĕн аталанăвĕ" ятлă уçă урокне пуçласа.
Çак темăна ытахальтен суйласа илмен вăл. 105 çул каялла апрелĕн 27-мĕшĕнче Пĕрремĕш Патшалăх Думи ĕçе пуçăннă. Константин Иосифович Раççейре парламентаризм епле аталанса пыни, унăн саккунсем кăлараслăхĕн хальхи бази, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин тата Федераллă Пухăвăн Федераци Канашĕн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа пачĕ. Интереслĕ лекци ыйту-хурав йĕркипе вĕçленчĕ.
Патшалăх Думин депутачĕн ĕç графикĕн тепĕр пункчĕ хула администрацийĕн çуртĕнче пулчĕ. Администраци пуçлăхĕ Р.Мясников инноваци проекчĕсемпе паллаштарчĕ, вĕсене пурнăçа мĕнле кĕртсе пыни çинчен каласа пачĕ. Çав проектсем – органикăлла мар хими пĕрлешĕвĕсем (минераллă тăварсем) туса кăларакан "Аурат-СВ" тулли мар яваплă пĕрлĕх, Германири "Develey" фирма тума пуçланă пахча çимĕç тирпейлемелли завод, "Оптовик" тулли мар яваплă пĕрлĕхĕн "Эссен" гипермаркечĕ. Çавăн пекех хулапа район пĕрлехи вăйпа икĕ вокзал хушшинче халăха тĕрлĕ енлĕ пулăшусемпе тивĕçтерекен центр тума шутлаççĕ. Çак проекта пурнăçа кĕртес тата инвестицисене явăçтарас тесен хулан çаврăнса каймалли çул хывмалла тата канализацин тасатмалли сооруженийĕсене урăхлатмалла.
К.Косачев хăйĕн ĕçлĕ çул çÿревне "Промтрактор-Вагон" акционерсен хупă пĕрлĕхĕн шăратса пухакан универсаллă комплексĕнче вĕçлерĕ. Комплекса яппунсен ку чухнехи хатĕрĕсемпе пуянлатнă. Унти лару-тăрупа пĕрлĕх директорĕн ĕçĕсене пурнăçлакан А.Тен паллаштарчĕ, малашнехи задачăсем çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ, машинăсем тăвассин тата индустри ушкăнĕн приоритетлă инноваци проектне пурнăçа кĕртесси мĕнле пыни çинчен каласа пачĕ.
– Заводсенче час-часах пулатăп эпĕ. Паян мана чи малта пыракан технологие, менеджмента курма тÿр килчĕ. Ĕçре, шел пулин те, ют çĕршывсен технологийĕсене ĕçлеттеретпĕр, анчах та вĕсен паха опычĕпе Тăван çĕршыв производствине аталантарас тĕллевпе усă курма тивет. Канашра пултарулăх енчен ÿссе пыракан администраци, бизнеса аталанма пулăшас текен активлă çынсем пур. Çакă вара – хулана, республикăна, çĕршыва аталантарассинче сисĕмлĕ тÿпе, – терĕ К.Косачев Канаш тăрăхĕнчи ĕçлĕ çул çÿреве пĕтĕмлетсе.
В.АЧЧА.