29 апреля 2011 г.
Паян кирек хăш яла пырса кĕр – тÿрех унта-кунта выртакан ăпăр-тапăр куç тĕлне пулать. Питĕ тарăхтарать çакă. Кил-çурчĕсем тĕлĕнмелле капмар, илĕртÿллĕ пулин те хуçалăх умĕнче çÿп-çап выртни çав илеме пăсать. Пĕрисем тасатаççĕ, теприсем тислĕке те хăйсен ури айнех тултараççĕ. Урам хушшинчи лакăмсем, юхан шыв, çырма хĕррисем, вырăсла каласан, свалка пулса кайрĕç. Çитĕннисем, аслă ăрурисем, аса илĕр-ха, эсир çамрăк чухне ялсенче хальхи пек тирпейсĕрлĕх пулнă-и; Халĕ мĕншĕн çапла хăтланатпăр; Хамăр куллен иртсе çÿрекен, пурăнакан вырăнта тем мурĕ те выртнине курма нивушлĕ лайăх;
Район администрацийĕ çумĕнчи административлă комисси ку хутĕнче 21 протокол пăхса тухрĕ, йĕркене пăснисене явап тыттарчĕ. Ку списока хальхинче Ямаш, Янкăлч ял тăрăхĕсенче пурăнакансем кăна лекнĕ. Çынпа çын пĕр мар çав. Комиссие килнисем чылай чухне: "Халь чи хăрушă преступник ĕнтĕ эпĕ. Пирĕн тĕлте пушă консерва банки, тимĕр хупăлчасем, эмел кĕленчисем выртнă та милици протокол çырса кайнă. Çакăншăн та чĕнтереççĕ. Ку таранччен нихăçан та урама япала пăрахса курман", – тесе ÿпкелешеççĕ. Анчах темшĕн-çке пурте çÿп-çапа урама пĕртен-пĕр хут тухса пăрахнă чухне участковăй аллине çакланаççĕ. Интереслĕ. Халиччен килти тасамарлăха урама кăларман пулсан, çав çын ăна малашне те унта тухса пăрахмастех.
Ялта пурăннăран урам тăрăх иртнĕ чухне кам тĕлĕнче мĕн выртни, кам ăçта мĕн тухса пăрахни веçех куç умĕнче. Хĕлле автобусран анса киле пĕрле утакан хĕрарăма, хĕрĕме калам кинĕм илт тенешкел, хамăр касра пурăнакан пĕрисен тĕлне çитсен: "Кунта мĕн кăна тухса пăрахман-ши; Рейд ирттерес пулсан 500-800 тенкĕрен кая мар штраф параççĕ вĕт", – тетĕп. "Паччăр çав, паччăр, – тет. – Атту тем те пĕр тухса пăрахаççĕ. Эпир пĕр япала та пăрахмастпăр", – тет. Юр ирĕлсе пĕтрĕ те – хăйсен килĕ умĕнчи лаптăка мĕн кăна тухса выртмарĕ...
Административлă комисси, хăшĕ-пĕри калашле, "укçа пуçтарса ларассишĕн кăна ĕçлемест", айăплисем çине явап хурса вĕсене тасалăха хăнăхтарассишĕн. Анчах, шел те, çакна пурте ăнланасшăн мар. Чыслă çуртра пурăнма лайăх, ырă пулсан, мĕншĕн-ха яла, урамсене, юхан шыв хĕррисене тасатас мар. "Хăй мĕнле çын-ши, вĕрентме пĕлет-ха та", – теетех вулакан. Эпĕ те сирĕн пекех, анчах килти çÿп-çапа урама та, çырма хĕррине те тухса пăрахмастăп. Çунаканнине хуран айĕнче çунтаратăп, çĕрекеннине – тислĕк купи çине, усă курма юрăхсăр тимĕр е кĕленче савăтсене хутаçа пуçтарса пыратăп та çула май Канаша пĕрле илсе килсе çÿп-çап контейнерне пăрахса хăваратăп. Пĕртте йывăр мар. Хамăра хирĕç пушă ларакан çурт умне те шăлса тасататпăр, мĕншĕн тесен унăн тирпейлекен хуçи автан авăтман яла кайнă.
Автотранспорт хатĕрне хăшĕ-пĕри урама лартса хунă та вăл унта хĕл те, çу та каçать. Чылай çĕрте урамри çĕрпе усă курнăшăн налук тÿлемеллине пĕлмеççĕ те. Милици сотрудникĕ протокол çырсан çеç хыпăнса ÿкеççĕ. Çавăнпа та, ентешсем, тавралăха тирпей-илем кÿмелли правилăна çирĕп пăхăнăр та канлĕ пурăнăр. Правили йывăр мар: хамăр пурăнакан тавралăха тирпейлĕ, илемлĕ тума тăрăшмалла кăна.
И.ВЛАДИМИРОВА.