29 апреля 2011 г.
Район пуçлăхĕ-депутатсен Пухăвĕн председателĕ И.Иванов, яланхи комиссисен председателĕсем М.Ильинпа Р.Федорова тата агропромышленность организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайăн тĕп специалист эксперчĕ С.Васильев Ямаш, Шăхасан тата Çĕнĕ Чалкасси ял тăрăхĕсенче пулчĕç. Вĕсем тирпей-илем кÿрес, депутатсем суйлавçăсене йышăнас, Аслă Çĕнтерÿ 66 çул тултарнине кĕтсе илес ĕçсем мĕнле пынипе интересленчĕç, депутатсен пухăвĕн ĕç планĕпе, ял тăрăхĕн сайчĕпе паллашрĕç.
"Родина" ял хуçалăх производство кооперативĕнче те пулчĕç. Унăн ертÿçи М.Мукин хуçалăх уй-хир ĕçĕсене тухма хатĕррине пĕлтерчĕ. Нумай çул ÿсекен курăксен лаптăкĕсенче нÿрĕк тытса хăварас ĕçсене пуçăннă та ĕнтĕ. Ямашри пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕнче чирлисене мĕнле йышăннине тĕрĕс-лерĕç. Электронлă регистратура ĕçне аван йĕркеленĕ. Ял çыннисем врач патне кĕме черете интернет урлă çырăнаççĕ.
Тĕрĕслеве район депутачĕсен Пухăвĕн çитес ларăвĕнче пĕтĕмлетме йышăнчĕç.
Т. ВЛАДИМИРОВА.