АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш чĕлхи – чăваш тĕнчи

29 апреля 2011 г.

Кăвар чĕреллĕ поэтăмăр Çеçпĕл Мишши çуралнă ялта ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче чăваш халăхне çутта кăлараканăн И.Я.Яковлевăн çуралнă кунне тата Чăваш чĕлхин кунне халалласа уяв ирттересси ырă йăлана кĕчĕ . Акă кăçал та культура çурчĕн аслă залĕ районти шкулсенче вĕренекенсен шавĕпе тулчĕ. Чылайăшĕ наци тумĕпе. Çакă вара чăваш сĕмĕ сарчĕ, ху чăваш пулнине пĕлтерсе тĕнче илтмелле кăшкăрас туйăм çуратрĕ.

Уяв ячĕпе Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ К.Косачев, "Канашсем" ентешлĕх ертÿçи А.Кипеч, район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ патшалăх премийĕн лауреачĕ Ю.Попов саламларĕç. Вырăскас Пикших вăтам шкулĕнче вĕренекенсем "Утсам, чăваш, ут малалла" литературăпа музыка композицийĕ хатĕрленĕ. Вăтакас Татмăш, Çеçпĕл, Ухман, Шуркасси шкулĕсен çамрăк артисчĕсем илемлĕ юрă-ташăпа савăнтарчĕç. Районти культура çурчĕ çумĕнчи "Ентешсем" ушкăнăн пултарулăхĕ тата Д. Пугач юрланă юрăсем уява хăйне евĕрлĕ илем кĕртрĕç.

"Чăваш чĕлхи – чăваш тĕнчи" визитка паллаштарăвне 15 шкулти ачасен ушкăнĕ хутшăнчĕ. 7-11-мĕш классенче вĕренекенсем "Эп пулăп ĕмĕрех чăваш" темăпа çырнă сăвăсен конкурсĕ иртрĕ. 30 сăвă янăрарĕ. Хăйсен ушкăнĕсенче Н.Федорова (Вăтакас Татмăш шкулĕ), А.Зайцев (Шелттем), Ф.Мучкова (Çĕнĕ Чалкасси) çĕнтерчĕç. Лайăххисен шутĕнче – Т.Агакова (Шуркасси), М.Данилова (Ямаш), И.Иванова (Янкăлч), Д.Семенов (Пайкилт).

Темăпа çырман сăвăçсене те палăртрĕç. Вĕсем – З.Кондратьевăпа И.Александрова (Шăхасан), Э.Игнатьева (Вăтакас Кипеч), Л.Иванова (Ухман).

Е.ИВАНОВА, районти вĕрентÿ управленийĕн методисчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика