АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçе пĕтĕмлетнĕ, тĕллевсем палăртнă

27 апреля 2011 г.

Районăн шалти ĕçсен пайĕ 2011 çулăн пĕрремĕш кварталĕнче пурнăçланă ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕ. Канашлăва ЧР Шалти ĕçсен министерствин экономикăри преступленисемпе кĕрешессипе ĕçлекен управлени пуçлăхĕн çумĕ Н.Казаков, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Э.Александров, Канаш хулипе район прокурорĕн çумĕ О.Васильев 1-мĕш класлă юрист хутшăнчĕç.

Шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕ Ю.Егоров пĕрремĕш кварталти кăтартусене пĕтĕмлетсе доклад турĕ, ырă енсемпе çитменлĕхсене палăртрĕ. Йышăннă мерăсем районти оперативлă лару-тăрăва контроллесе тăма, хăш-пĕр кăтартусене лайăхлатма пулăшнă. Кăçалхи виçĕ уйăхра 121 преступлени регистрациленĕ, çакă пĕлтĕрхи çак вăхăтри кăтартуран 6,2 проц. сахалрах. 10 пин çын пуçне тивекен преступлени шайĕ районта 29,5 (2010 çулта – 31,5) танлашнă. Йывăр преступленисен шутне чакарма май килнĕ. Çынна вĕлернĕ, çын сывлăхне юри пысăк сиен кÿнĕ, вăрланă, мăшкăлланă, улталаса укçа туртса илнĕ, кĕсье çаратнă, дача çурчĕсенчен, выльăх-чĕрлĕх вăрланă тĕслĕхсем шута илмен. Хĕç-пăшалпа, çар хатĕрĕсемпе усă курса тунă преступленисем пулман. Çын сывлăхне йывăр сиен кÿнипе, хĕненипе, вĕлерессипе хăратнипе, вут тĕртме хăтланнипе, кĕсье телефонĕ вăрланипе çыхăннă тата обществăлла вырăнсенче тунă преступленисене уçса палăртасси 100 процентпа танлашнă. Криминаллă милици ĕçне лайăх енчен палăртмалла. Иртнĕ çулсенче тунă преступленисене нумайрах уçса панă.

Кăтартусем япăхах мар пулин те, районти оперативлă лару-тăру çав-çавах йывăр. Преступленисене пĕтĕмĕшле уçса парасси чакнă, çынна тапăннă, хваттер, лавкка, склад çаратнă тĕслĕхсем нумайланнă. Саккуна хирĕçле ĕçсен пысăк пайне ÿсĕрсем, малтан судпа айăпланнă çынсем, çул çитмен çамрăксем тунă.

Ĕçри çитменлĕхсене тишкернĕ çĕре обществăлла хăрушсăрлăх милицийĕн пуçлăхĕ Е.Мурзин, тылпа тивĕçтерекен пай пуçлăхĕ А.Сидоров, кадрсен пайĕн пуçлăхĕ А.Малов, уголовлă шырав пайне вăхăтлăх ертсе пыракан В.Васильев, ГИБДД уйрăмĕн пуçлăхĕн ĕçĕ-сене вăхăтлăх пурнăçлакан В.Николаев хутшăннă.

М.ПРОХОРОВА, штаб пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика