27 апреля 2011 г.
Юлашки вăхăтра çынсем иккĕленÿллĕ япаласене тăтăшах тупса палăртаççĕ, анчах та çакна яланах асра тытмалла: вĕсем сирпĕнекен хатĕр пулма пултарас хăрушлăх та пур. Иккĕленÿ çуратакан хатĕрсене транспорт çинче, картлашка çумĕсенче, обществăлла вырăнсенче тата учрежденисенче асăрхаççĕ. Çакăн йышши япаласемпе тĕл пулсан хамăра еплерех тытмалла-ха пирĕн; Раççейри федераллă хăрушсăрлăх служби çапларах сĕнÿ-канаш парать.
Енчен те эсир обществăлла транспортра манса хăварнă е хуçасăр япалана асăрхарăр пулсан, чи малтанах çывăхри çынсенчен камăн пулма пултарни çинчен ыйтса пĕлĕр. Хуçи тупăнмасан япала çинчен водителе систерĕр.
Калăпăр, иккĕленÿллĕ япала хăвăр пурăнакан подъездра, пĕр-пĕр кĕтесре ларать. Пĕр ÿркенмесĕрех кÿршĕсенчен тĕпчесе тухăр, тен, вĕсем илсе хума манăçнă. Анчах та хуçине тупса палăртаймасан тăхтаса тăмасăрах вырăнти йĕрке хуралне шăнкăравлăр.
Иккĕленÿ çуратакан япала хăвăр ĕçлекен учрежденинче куç умне тăрăнсан тÿрех администрацие е хурала пĕлтерĕр.
Çÿлерех асăнса тухнă кашни тĕслĕхрех çакă пĕлтерĕшлĕ:
- тупнă япалана пырса ан тĕкĕнĕр, вырăнтан ан хускатăр, уçса пăхма та ан васкăр;
- иккĕленÿллĕ япалана хăш вăхăтра тупнине астуса юлăр;
- çынсене тупнă япала çумĕнчен аяккарах пулмаллине асăрхаттарăр;
- оперативлă следстви ушкăнне кĕтсе илме тăрăшăр, эсир вĕсене кирлĕ информаципе пулăшма пултаратăр.
Çакна яланах асра тытăр: сирпĕнекен хатĕрсене куç витĕмне нимпе тыткăнламан сумка, курупка е тетте ăшне вырнаçтараççĕ.
Хисеплĕ ашшĕ-амăшĕ! Эсир хăвăр пепкĕр пурнăçĕшĕн тата сывлăхĕшĕн яваплă пулнине нихăçан та ан манăр. Урамра е подъездра тупнă япала пысăк хăрушлăх кÿме пултарни çинчен вĕсене тăтăшах асăрхаттарса тăрăр.
М.АРТЕМЬЕВ хатĕрленĕ.