27 апреля 2011 г.
Кăçалхи çула Раççейри космонавтика çулталăкĕ тесе палăртнине пурте пĕлеççĕ. Ăна Ю.Гагарин тĕнче уçлăхне пуçласа вĕçнĕренпе 50 çул çитнине халалланă. Анчах та 2011 çул çав вăхăтрах Пĕтĕм тĕнчери ветеринарсен çулталăкĕ пулни çинчен пĕлетпĕр-и-ха эпир; Паллах, чылайăшĕ çакăн çинчен пуçласа илтет. Çак çула ветеринарсене халалласси те вĕсен юбилейĕпе çыхăннă, кăçал ветеринари профессийĕ йĕркеленсе кайнăранпа шăпах 250 çул çитет.
1761 çулта Франци королĕ XV Людовик выльăх-чĕрлĕх тăтăшах чирленипе вĕсене сиплемешкĕн Лионта ятарлă шкул уçма палăртнă. Шкул директорĕ пулма Клод Буржеля çирĕплетнĕ, вăл çав çулсенчех лашасене сиплессипе палăрнă пулнă.
Икĕ ĕмĕр çурăра ветеринари медицини чылай аталаннă, паянхи кун ветспециалистсем выльăх-чĕрлĕх тата çынсен сывлăхне сыхлас ĕçре пысăк тÿпе хываççĕ. Вĕсем апат-çимĕçĕн пахалăхне палăртаççĕ, çут çанталăкри лару-тăрăва пăхса йĕркелесе тăраççĕ.
Ветеринари çулталăкне VET 2011 Комитет йĕркеленĕ, унта пĕтĕм служба чăмăртаннă, вĕсем шăпах Пĕтĕм тĕнчери ветеринари çулталăкне уявлама килĕ-шÿ тунă та.
Кăçалхи çулталăк "Ветеринари сывлăхшăн. Ветеринари апат-çимĕçшĕн. Ветеринари çĕр чăмăрĕшĕн!" девизпа иртет. Çак девиз ветеринарсем çынсемпе чĕр чунсен сывлăхне сыхлас, апат-çимĕç пахалăхне палăртас тата çут çанталăка упраса хăварас ĕçре çине тăрса тимленине палăртать.
Пĕтĕм тĕнчери ветеринари çулталăкне савăнăçлă лару-тăрура Версальте уçнă, унта тĕнчипе паллă организацисен представителĕсем хутшăннă.
Ветеринарсем валли кăçал тепĕр савăнăçлă хыпар та пур. Пĕтĕм Руçăн тата Мускав Патриархĕн Кириллăн ятарлă Указĕпе килĕшÿллĕн (ăна кăçал пуш уйăхĕн 23-мĕшĕнче алă пуснă) çурла уйăхĕн 18-мĕшне ветеринарсен чиркÿ уявĕ тесе йышăннă. Çак уяв Флорпа Лавр çветтуйсене асăнмалли кунпа пĕр килет. Асăннă çветтуйсене Руçре мĕн авалтан килти выльăх-чĕрлĕхе сыхласа тăнăшăн хисепленĕ.
А.СТЕПАНОВ, районти тĕп ветврач.