27 апреля 2011 г.
Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхе... Вăл çепĕç те, çивĕч те, хăватлă та. Чăваш чĕлхи кунне çулсеренех ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче паллă тăваççĕ, вăл И.Я.Яковлев çуралнă кунĕпе пĕр килет.
"Тăван чĕлхене юрат тата пĕл", – девизпа иртрĕ Пайкилтри тĕслĕх библиотекăра чăваш литературин тата чăваш сăмахĕн эрни. Вулавăш ертÿçи М.Осипова ачасене чăваш халăхĕн кун-çулĕпе паллаштарчĕ. Вĕренекенсем çавăн пекех пирĕн халăхăн пурнăçне тата йăли йĕркине сăнланă çыравçăсен кĕнекисене те тишкерчĕç. Вĕсем мăн асаттесем пехиллесе хăварнă вĕрентĕве: "Чăваш ятне ан çĕрт", – тенине те ăша хыврĕç.
Чăваш чĕлхин эрни аслă классенче вĕренекенсем хушшинче "Чăваш тĕнчи" КВН вăййи ирттернипе вĕçленчĕ.
М.ОСИПОВА, вулавăш ертÿçи.