АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çунатлă ĕçченсене пулăшатпăр

27 апреля 2011 г.

 

Пĕлтĕрхи шăрăх çанталăк хурт-хăмăр тытакансем умне нумай чăрмав кăларса тăратрĕ. Кăçалхи çуркунне çакăн пек тăсăлса каясса шутлама та пултарайман. Иртнĕ çул август уйăхĕнче çанталăк питĕ шăрăх пулнипе амасем çăвăр çителĕклĕ сапса хĕлле валли çамрăк та вăйлă хуртсем хăвараймарĕç. Çак сăлтава пула хĕл каçма ватăрах хуртсем ытларах юлчĕç. Ватă хуртсен çăвăрсене ÿстермелле. Вĕллери йыша хăвăрт ÿстерсе пыма çанталăк условийĕсем пысăк чăрмавсем кÿрсе пыраççĕ. Тепĕр йывăрлăх – вĕллесенче чечек тусанĕ (çăкăрĕ) сахал. Çăвăрсене çиме çăкăр пулмасан çуркунне вĕлле çемйисене аталанса кайма питĕ йывăр. Ытти çулсенче ку вăхăтра çут çанталăкран чечек тусанĕ самаях кĕрсе пынă. Çавăнпа та вĕлле хурчĕсем çăвăрсене аван аталантарса пыма пултарнă.

Кăçал пачах урăхла, вĕлле хурчĕсем хĕл каçнă пулин те вилсе пĕтме пултараççĕ. Пирĕн, утарçăсен, пыл хурчĕсене хăтарса хăвармалла. Паян хурт-хăмăр лавккинче чечек тусанĕ тата инвертлă сироп пур. Мĕнле сироп-ха вăл; Вĕлле хурчĕсемшĕн питĕ усăллă, хатĕр апат. Хуртсем ăна хăйсене кирлĕ апат туса чăрманмаççĕ. Сиропа сырăш çинчен илеççĕ те организмне хавшатмасăр, вăй, вăхăт пĕтермесĕр хăйсене кирлĕ апата ячейкăсене хураççĕ, ун хыççăн ăна хăйсем çиеççĕ, çăвăрсене çитереççĕ. Сахăр сиропĕнчен хăйсене кирлĕ апат туса çиме вăй та, вăхăт та нумай кирлĕ.

Кунсăр пуçне кашни вĕллене малтанласа 200-300 грамм çăкăр парса пулăшмалла. Çакăн пек тусан кăçалхи çул вĕлле хурчĕсене аталанса кайма çăмăлрах пулать. Унсăрăн хĕл каçнă хуртсем хăйсен вырăнне çамрăк çăвăрсене ÿстерсе хăварайманран çемье пĕтсе ларма пултарать.

Çак сĕнÿсене шута илер те вĕлле хурчĕсене сыхласа хăварар, кăнтăр районĕсенче кашни вĕллерен пыл илессипе юлашки çулсенче тунă çитĕнÿсене çухатар мар.

Н.ПИРОЖКОВ, зоотехник консультант.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика