27 апреля 2011 г.
Ача чух амăш сĕчĕпе ăс илеймен çынна вăтăр урлă каçсан кам ăса кĕртейтĕр. Ялти вăтам шкул хыççăн ниçта та вĕренмен. Çамрăк 18 çултах эрехпе туслашнă, юлашки çулсенче пуçа минретекен çак шĕвексĕр пĕр кун та пурăнайман. Çавăнпах ĕнтĕ республикăри психиатри больници ăна "ăс-тăн тĕлĕшĕнчен катăкрах" тесе диагноз лартнă. Çара каяссинчен хăтарнă ăна, арçын ку таранччен те çемье çавăрман, ниçта та ĕçлемест. Пĕр сăмахпа, амăш çуначĕ айĕнче, хÿтлĕхре пурăннă: апат пĕçерсе çитерекен, çуса тумлантаракан пур. Анчах амăшне тав тăвас вырăнне вăл ăна пĕçерккĕ айĕнчен кăларман. Хĕрарăм çулĕсемпе пит ватах мар-ха, анчах куçĕсем питĕ япăх кураççĕ.
Ĕçкелеме юратаканскерĕн аллисем çÿлте. Акă, сăмахран, иртнĕ çулталăк вĕçнелле вăл амăшĕпе тăтăшах харкашнă, ăна асап кăтартнă. Октябрь уйăхĕн пĕр кунĕнче çамрăк та вăй питти арçын эрех ĕçсе ÿсĕрĕлнĕ те килĕнче амăшĕпе хирĕçсе кайнă. Аллинчи йывăç патакпа хĕрарăма хĕнесе пĕтернĕ. Тепĕр эрнерен каллех çакăн пек ĕç-пуç пулса иртнĕ. Ывăлĕ çывăракан амăшне кăмака умĕнче выртакан çур метр тăршшĕ вутă пÿленкипе аллинчен унтан пуçĕнчен çапнă. Лешĕ хăйне хирĕç тăрайманнипе усă курса ăна тата вăйлăрах нушалантарма шутланă. Чейникри тин кăна вĕренĕ шыва малтан амăшĕн пĕр ури, унтан теприн çине пĕр сăмах чĕнмесĕр юхтарса тăнă. Çапла майпа киленĕç илнĕ-ши вăл; Хĕрарăмăн кĕлетки çинчи 18 проц. ÿчĕ пиçсе кайнă.
Инкек пулнă хыççăн тепĕр кунне хĕрарăм хĕрĕ патне кайнă та ăна хăй мĕнле асап тÿсни çинчен каласа кăтартнă. Çамрăк хĕрарăм шăллĕ ÿсĕрле мĕн таран ухмахланма пултарнине, амăшне час-часах хĕненине пĕлнĕ, çавăнпа та тÿрех милицие евитленĕ. Район сучĕ арçынна РФ Уголовнăй кодексĕн 117 статйин 1-мĕш пайĕпе – тăтăш хĕнесе çыннăн сывлăхне сиен кÿнĕшĕн – айăпласа явап тыттарнă.
Л.ТАКМАКОВА, районăн шалти ĕçсен пайĕн следователĕ.