27 апреля 2011 г.
Ял çыннишĕн чи çивĕч ыйтусенчен пĕри – сĕт хакĕ чакни. Выльăх апачĕшĕн тăкакланнине сĕт сутса саплаштарма йывăрлансах пырать. Хушма хуçалăх тытакансем чĕр тавар пуçтаракансемпе тирпейлекенсене пĕр шухăшлă пулса хака юриех чакарнăшăн айăплаççĕ. "Агро-Инноваци" унитари предприятийĕ юлашки виçĕ çулта сĕт хакĕсене тишкерни çурхи-çуллахи тапхăрта яланах йÿнелнине кăтартать. Н.Васильев директор каланă тăрăх хальхи вăхăтра "шурă ылтăнăн" хакĕ пĕлтĕрхинчен пысăкрах та. Сăмахран, 2010 çулхи апрелĕн 14-мĕшĕ тĕлне ăна 11,48 тенкĕпе туяннă. Чăваш Енри чĕр тавара тирпейлекен предприятисем халĕ пĕрремĕш сортлă пĕр литр сĕтшĕн 11,84 тенкĕ параççĕ. Халăхран пуçтараканнишĕн – 10-11 тенкĕ. Çак тапхăрта çулсерен сĕт хакĕ чакни тĕрлĕ сăлтавпа çыхăннă. Чи малтан, паллах, ăна туса илесси ÿснипе. Тата чикĕ леш енчен сĕт юр-варне ытларах кÿрсе килме тытăнни те витĕм кÿрет. Çĕршывра та, республикăра та чĕр тавар тирпейлекен предприятисен склачĕсене вăрах вăхăтлăх упракан сĕт юр-варĕ (ĕне çăвĕ, сыр, типĕтнĕ сĕт) самай пуçтарăннă. Продукцие вăхăтра сутайманнипе вĕсем тупăш илеймеççĕ.
Кăçал выльăх апачĕ виçесĕр хакланса кайнипе сĕтĕн хăй хаклăхĕ пысăк. Чылай ял хуçалăх организацийĕ çителĕклĕ апат хатĕрлейменнипе ăна республика тулашĕнчен турттарать. Ку каллех тăкака ÿстерет. Мĕнле тухмалла йывăрлăхран; Специалистсен шучĕпе хуçалăхсен выльăх апатне хĕл каçмалăх кăна мар, саппаслăх та янтăламалла. Ĕнесене çур енне кăна мар, кĕркунне те, хĕлле те пăрулаттармалла. Тепĕр мел – сĕт туса илекенсемпе тирпейлекенсен çыхăнса ĕçлессипе вăрах вăхăтлăх килĕшÿсем туни. Халĕ вара кĕрхи-хĕллехи тапхăрта тирпейлекен предприятисем чĕр тавар шыраса çÿреççĕ. Вăл çителĕксĕррипе сĕтĕн сутакан хакĕ те ÿссе каять. Çур-çу енне вара пач урăхла.
Юлашки вăхăтра чĕр тавара выльăх апачĕ сахалли хаклатса яни паллă. Сĕт нумайланса пынине пăхмасăр унăн хакне пĕлтĕрхи шайрах тытса тăни, лару-тăрăва ăнланма тăрăшни кăна тирпейлекен предприятисене чĕр тавар рынокне упраса хăварма пулăшĕ.
Л.НИКИТИНА.