27 апреля 2011 г.
Кĕçнерни кун хула администрацийĕнче "Чăваш Республикинче пуçламăш медицина санитари пулăшăвĕ парассине йĕркелесси: çивĕч ыйтусем, вĕсене татса памалли çул-йĕрсем" темăпа республикăри медицинăпа ĕçченĕсен конференцийĕ иртнĕ. Унăн ĕçне Чăваш Ен Президенчĕ М.Игнатьев, Патшалăх Канашĕн председателĕн çумĕ Г.Васильев, сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министрĕ В.Муллина, сывлăх сыхлавĕн патшалăх тата муниципалитет учрежденийĕсен тĕп врачĕсем, вĕсен çумĕсем, районсен тĕп гинеколог акушерĕсем, хирургĕсем, терапевчĕсем тата педиатрĕсем хутшăннă.
2011-2012 çулсенче республикăра фельдшерпа акушер пункчĕсем 5, пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕсем 21, сывлăх центрĕсем 6 уçма палăртнă. Сывлăх сыхлавĕн объекчĕсене тĕпрен юсама 812 миллион тенкĕ, ку чухнехи медицина хатĕрĕсем туянма 1 миллиард та 395 миллион тенкĕ уйăрма пăхнă. Вăраха кайнă чирсемпе канăçсăрланакансен йышĕ ÿссе пырать. Министр пуçламăш звенона эффективлă ĕçлетерессине йĕркелемеллине пĕлтернĕ. Амбулаторипе поликлиника системинче медицина пулăшăвĕ парас енĕпе специалист-сем çитменнипе пĕтĕмĕшле практика тата участок врачĕсен ĕçĕ нумайланать. Кадрсем хатĕрлес, медицина ĕçне пуçласа кÿлĕннисене яллă вырăнсенче тытса тăрас енĕпе çине тăрсах ĕçлемелле, вĕсене пурăнма лайăх условисем туса пама тăрăшмалла. Паянхи кун Федерацин "Ялсене 2012 çулччен аталантарасси" тĕллевлĕ программа вăйра тăрать. Унпа килĕшÿллĕн çамрăк специалистсене тĕрлĕ çăл куçран çурт е хваттер хакĕн 70 процентне параççĕ. "Менеджерсен, муниципалитетсен управленецĕсен кадрсем шырамалла, çакă – вĕсен ĕçĕ. Тăван тăрăха, профессине юратма вĕрентмелле", – тенĕ республика пуçлăхĕ М.Игнатьев.
Врачсем патне кĕме электронлă регистратура урлă черете тăма пулать, Чăваш Республикин медицина порталĕ ĕçлет. Çывăх вăхăтрах республикăра фельдшерăн электронлă дневникĕ пурнăçа кĕрĕ.
Тухса калаçакансем халăх сывă пурнăç йĕркине пăхăнса тăрсан çынсен сывлăхĕ лайăх лару-тăрура пулассине çирĕплетнĕ. М.Игнатьев Президент врачсен спортпа туслă пулассинче, сывă пурнăç йĕркине тытса пырассинче, сиенлĕ йăласемпе кĕрешессинче хăйсен ырă тĕслĕх кăтартмаллине палăртрĕ. Медицина ĕçченĕсенчен 7 проценчĕ кăна физкультурăна кулленхи йăлана кĕртнĕ.
Министерствăн тĕп гинеколог акушерĕ А.Самойлова "нацие хÿтĕлес" ыйтусем ачасемшĕн тата вĕсен амăшĕсемшĕн тăрăшассинче малти вырăнта тăни çинчен пĕлтернĕ. "Пирĕн тĕп задача – демографиллĕ лару-тăрăва, хĕрарăм сывлăхне лайăхлатасси, йăх паманнин проблемисене татса парасси", – тенĕ Алла Владимировна. Вăл "Пуласлăх автобусĕ" проекта пурнăçа кĕртме сĕннĕ. Çав проектра çие юлнă хĕрарăмсене перинаталлă центрсенче ирттерекен консультаци, диагностика тата сывату мероприятийĕсене кайма ятарлă автотранспорт уйăрса парасси çинчен каланă. Канаш хула администрацийĕн пуçлăхĕ Р.Мясников çак идейăна ырласа йышăннине, ĕçе пуçăнма хатĕррине пĕлтернĕ.
"Проблемăсем çук мар, пирĕн граждансен 60 проценчĕ медицина пулăшăвĕ панипе кăмăлсăр. Хăçан çак кăтартусем лайăхланĕç; Хăçан çав 60 процент кăмăллă пулĕ; Пирĕн чунсăрлăх кăтартмалла мар, черетре тăракан пациентсем çине тимлĕх уйăрсах тăмалла" – палăртнă М.Игнатьев. Вăл сывлăх сыхлавне çĕнетмелли программăна пурнăçлама укçа-тенкĕ енчен пулăшса тăма шантарнă.
В.АЧЧА.